Решит САНЗЯПОВ: Шухăшласа хуни пурнăçланатех

«Хыпар» Издательство çурчĕн сотрудникĕсен ушкăнĕ Патăрьел районĕнчи Решит Шейхуллович Санзяпов хресчен-фермер хуçалăхĕнче пулса курчĕ. Пире Ыхраçырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фениль Алиуллов, хресчен-фермер хуçалăхĕн тĕп агрономĕ Ринас Салихов, «Тăван ял шурăмпуçĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Ринас Гайфин, вăтам пĕлÿ паракан шкул директорĕ Мансур Сайдашев, Рахимулла Даутов староста кĕтсе илчĕç. Эпир хуçалăха çитиччен вĕсем ертÿçĕсемпе тĕл пулнă. «Хыпарçăсене» ХФХ ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Кунта — апат- çимĕç цехĕ!

— Решит Санзяпов хуçалăхĕ еплерех ĕçленипе кăсăклансах тăратпăр, — терĕ администраци пуçлăхĕ Ф.Алиуллов. — Паянхи тĕлпулура пире ял хуçалăх культурисем мĕнле шăтса çитĕнни, вĕсен лаптăкĕпе пахалăхĕ, çĕрпе еплерех усă курни кăсăклантарчĕ. Çакăн пирки ХФХ администрацие отчет вăхăтра тăратать.

— Ачасен вĕренĕвĕпе канăвне лайăхлатасси çинчен те калаçрăмăр, — пĕлтерчĕ шкул директорĕ М.Сайдашев. — Хуçалăх кĕçĕн классенче вĕренекенсен пÿлĕмĕсене пластик чÿречесем лартма, музыка аппаратури, кĕрешекенсем валли матрас туянма укçа уйăрчĕ. Фермер шкула иртнĕ çулсенче те пулăшрĕ.

— Эпир Решит Санзяпов хуçалăхĕн ĕç-хĕлне районти нумай тиражлă хаçатра çутатсах тăратпăр, — каласа пачĕ унăн тĕп редакторĕ Р.Гайфин. — Вăл 2013 çултанпа тутарла тата вырăсла тухса тăрать. Учредителĕ тата ăна кун çути пама укçа уйăраканни — Р.Санзяпов хуçалăхĕ. Хаçатра вĕсен пурнăçĕ, ял хуçалăхĕ, строительство, культура, вĕрентÿ, ислам тĕнĕ, ытти çинчен çырса кăтартатпăр.

Ыхраçырминче фермер хуçалăхĕн — какайран апат-çимĕç хатĕрлекен цех. Ăна пĕлтĕр хута янă. Унта çутă та таса, санитари нормисене пăхăнаççĕ. Цех ертÿçи Эльвира Санзяпова, Решит Шейхулловичăн мăшăрĕ, пире мĕнле апат-çимĕç янтăлани çинчен каласа пачĕ:

— Кашни талăкра какай 3 тоннăран сахал мар тирпейлеме пултаратпăр. Пысăкрах пайĕ хамăр хуçалăхра çитĕнтернĕ выльăхран. Пирĕн халĕ 50 лаша, 120 пуç ĕне, самăртакан выльăх чылай. Операторсем кашни ĕнерен вăтамран 18 литр сĕт сăваççĕ. Кĕтĕве çуллен пысăклататпăр. Цехра килти манты, пельмень, катлет, кăлпасси, тĕтĕмленĕ аш, буженина, лаша тата ĕне выльăх какайне пĕçерсе консерв савăтне тултаракан тушенка, чебуреки, вареники, ытти продукци хатĕрлетпĕр.

— Ытларахăшĕ — лаша какайĕнчен, — палăртрĕ Р.Салихов тĕп агроном. — Тĕслĕхрен, пельмень, темиçе тĕрлĕ кăлпасси, манты. Суту-илÿ организацийĕсем, уйрăм çынсем маларах саккас парса вĕсене туянма пултараççĕ. Вырăнтан çеç мар, республикăри тата Тутарстанри, Ульяновск облаçĕнчи нумай районтан илсе каяççĕ.

Какая тирпейлесе продукци хатĕрлемелли ĕç хатĕрĕсене иртнĕ çул илсе килсе вырнаçтарнă. Вĕсем Раççейри апат-çимĕç янтăламалли чи малти технологие тивĕçтереççĕ.

Ял-йыша та пулăшать

— Решит Санзяпов фермер хуçалăхĕ ял тăрăхĕн социаллă ыйтăвĕсене татса пама пулăшать, — çирĕплетрĕ администраци пуçлăхĕ Ф.Алиуллов. — Ыхраçырминчен тата Чăваш Ишекĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса пĕлтĕр тата кăçал икĕ ялĕнче те палăк лартма, вĕсен таврашне тирпей-илем кĕртме укçа уйăрчĕ. Ыхраçырминче пурăнакансене ĕçмелли шыв хăйĕн башнинчен парса тăрать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнчен, ял халăхĕнчен укçа ыйтмасть. Малалла вулас...

Юрий МИХАЙЛОВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.