Ректорсемпе курнăçнă
10 Oct, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăматкун И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе, республикăри Аслă вĕренÿ заведенийĕсен ректорĕсен канашĕн председателĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Андрей Александровпа тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Ивановпа тĕл пулнă.

Владимир Иванов Пĕтĕм Раççейри «Аслă вĕрентÿ аталанăвĕ» форума хутшăнни çинчен каласа панă. Унта çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Çав шутра — университетсен регионсен аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ, наука тĕпчевĕсене хавхалантармалли майсем, вĕрентÿри çĕнĕ технологисемпе форматсене ĕçе кĕртесси. Владимир Николаевич Раççей вĕренÿ министрĕ Ольга Васильева çĕршыври педагогика вузĕсем, педагогсене хатĕрлессине лайăхлатас тĕлĕшпе тимлĕ пулнине палăртнă. Волгоградпа Чăваш Ене вăл ырă тĕслĕхсен шутĕнче асăнать — çак регионсенче квалификациллĕ кадрсем хатĕрлессине упраса хăварма пултарнă. «Эпир педагогсен кадрĕсене «шкул — вуз — шкул» çыхăну никĕсĕ çинче хатĕрлетпĕр», — тенĕ ЧППУ ертÿçи.

ЧПУ ректорĕ Андрей Александров Раççей наука фончĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлени, тĕпчев ĕçне аталантармашкăн грантсемпе усă курма конкурссене хутшăнмалли майсене тишкерни çинчен каласа панă. Вăл çавăн пекех талантлă çамрăксене тупса палăртмалли, пулăшмалли проектсемпе, аслă классем валли ирттерекен уçă уроксемпе паллаштарнă.

Михаил Игнатьев ĕç рынокĕнче мĕнле специалистсем кирлине тĕпе хурса çамрăксем валли пулас профессие ăнланса суйласа илмелли условисем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă.