Раштав уйăхĕнче пĕтĕмлетĕç

3 Чÿк, 2015

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççейри мĕнпур шкулта Интернет сетĕнчи хăрушсăрлăх урокĕсем иртрĕç. Ачасене хăйсем çинчен тĕрлĕ информацие сетьре епле хупламаллине, ултавçăсен тĕрлĕ серепинчен хÿтĕленме вĕрентрĕç. Автор материалĕсене саккунсăр мелпе çыртарса илнĕшĕн явап тыттарасси çинчен те каласа кăтартрĕç çул çитменнисене. Асăннă занятисене йĕркелеме методика сĕнĕвĕсен ятарлă пуххине хатĕрленĕ.

Пĕлтĕр хута кайнă çак пуçарăва /пĕрремĕш уроксене 11 миллион шкул ачи хутшăннă/ Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко сĕннĕ. Сăмах май, РФ Президенчĕ çумĕнчи Ачасен интересĕсен тĕлĕшпе палăрнă Наци стратегине пурнăçлакан Координаци канашне шăпах вăл ертсе пырать те.

Сетьри хăрушсăрлăхăн пĕрлехи урокĕсен тапхăрĕнче юпан 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк 15-мĕшĕччен ачасемпе çул çитмен çамрăксен цифра пĕлĕвне кăтартакан «Сетевичок-2015» Пĕтĕм тĕнчери II-мĕш квест иртĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - ача сачĕсемпе шкулсенче пĕлÿпе воспитани илекенсенче тĕнче тетелĕнчи ăнăçлă, хăрушлăхсăр пурăнма май паракан енсене аталантарасси. Проекта Раççей Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви, Федераци Канашĕ, Раççей ĕçтешлĕхĕ ырланă. Укçа-тенкĕ тĕлĕшпе конкурса йĕркелеме Раççей пичечĕ пулăшĕ.

Квеста хутшăнакансем онлайн-курссене, онлайн-викторинăсене, ÿкерчĕксемпе эссесен конкурсĕсене, ыйтăмсемпе тестсене хутшăнма пултарĕç. Вĕсенче çул çитменнисем пухнă балсем тăрăх кашни регион тĕлĕшпе пĕлĕве хакласа индекс çирĕплетĕç. Пĕтĕмлетÿсем 2015 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче паллă пулĕç.

Рубрика: