Раççей терроризма хирĕç!

14 Юпа, 2015

«Россия 2» телеканал октябрь уйăхĕнче пилĕк сериллĕ «Россия без террора» документлă фильм кăтартма пуçланă. Çак ярăма сенкер экрансене кăларнин тĕллевĕ - террористсем общество умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратни çинчен каласа кăтартасси. Фильм никĕсне уйрăм çынсен шăпи, çĕршывра тата тĕнчере пулса иртекен пулăмсемпе фактсем выртнă.

Пĕрремĕш сери «Россия без террора. Завербованные смертью» ятпа эфира октябрĕн 6-мĕшĕнче тухнă. 14-мĕшĕнче - «Татарстан. Испытание на прочность», 20-мĕшĕнче - «Дагестан. Война и мир», 21-мĕшĕнче - «Мусульманские святыни», 27-мĕшĕнче «Чечня. Возрождение» пайсене кăтартаççĕ.

Ку ярăмри фильмсене Раççей Федерацийĕнче 2013-2018 çулсенче терроризм идеологийĕпе кĕрешмелли плана пурнăçа кĕртнĕ май Терроризма хирĕç наци комитечĕн аппарачĕ ыйтнипе хатĕрленĕ.

И.ВАСИЛЬЕВ.

Рубрика: 
Автор: