Раççей шайĕнчи конференцире
28 Apr, 2015 | Вĕрентÿ

Раççей вĕренÿ академийĕнче çак кунсенче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенсен "Раççейри вĕрентÿ тытăмĕн аталанăвĕнчи хальхи тапхăрĕнчи сочинени" темăпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕ.

Унта, тĕпрен илсен, вырăс чĕлхипе литературине шкулсенче мĕнле вĕрентессине сÿтсе явнă. Конференцие Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви, Раççей вĕренÿ академийĕн ÿсĕм физиологийĕн институчĕ тата А.И.Герцен ячĕллĕ Раççей патшалăх педагогика университечĕ хутшăннă. Анлă форумăн картинче иртнĕ çавра сĕтелсенче" çĕршывăн тĕрлĕ тăрăхĕнчи вĕрентекенсемпе асăннă тытăмăн эксперчĕсем те çивĕч ыйтусем хускатнă. Пирĕн республикăри вырăс чĕлхипе литератури учителĕсен вырăнти пĕрлешĕвĕн ертÿçи Валентина Табакова конференцире Чăваш Енри ял шкулĕсенче сочинени çырма вĕрентессин çĕнĕлĕхĕсем çинчен каланă. Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшаканскер "Сочинени - филологи вĕрентĕвĕн хальхи концепцийĕнче" секци ĕçне хастар хутшăннă.

 

И. ВЛАДИМИРОВА