Раççей МЧСĕ - 25 çулта

25 Раштав, 2015

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче РФ Çăлавçă кунне тата çĕршывăн чрезвычайлă ведомствине туса хунăранпа 25 çул çитнине халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Çăлавçăсене уявсен ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

"Сирĕн профессийĕр чи кăткăссисенчен тата яваплисенчен пĕри. Эсир хăвăр сывлăхăрпа пурнăçăр хăрушлăха лекме пултарассине пăхмасăр шар курнисене пулăшма васкатăр, тивĕçĕрсене чыслăн тата таса чун-чĕререн пурнăçлатăр.. Республикăри оперативлă службăсем пĕр-пĕринпе тата влаç органĕсемпе тачă çыхăнса ăнăçлă ĕçлеççĕ, çавна май кирек мĕнле синкер тухсан та çынсем инкекре пĕччен юлмаççĕ", - терĕ Михаил Игнатьев çăлавçăсене ырми-канми ĕçĕшĕн тав тунă май.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор Чăваш Енри пушарнăйсемпе çăлавçăсем çулсеренех инкек вырăнĕсене пĕтĕмпе 25 пин хут кайнине, чĕннĕ çĕре питĕ хăвăрт çитнине пĕлтерчĕ. Ветерансене халĕ те хастар пулнăшăн, çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартнăшăн тав турĕ.

Çăлав ĕçĕнче уйрăмах палăрнисене уявра наградăсем парса чысларĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА