"Раççей халăхĕсен пĕрлехи çемйи"

5 Чÿк, 2015

Республикăри наци культурисен "Раççей халăхĕсен пĕрлехи çемйи" II фестивалĕ Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне чăн-чăн уяв сĕмĕ кĕртрĕ, питĕ кăсăклă та асра юлмалла иртрĕ.

Юнашар пурăнакан халăхсен культурипе, йăли-йĕркипе, пултарулăхĕпе паллашмашкăн çав кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне 1 пине яхăн çын пухăнчĕ. Пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен ташши-юррипе савăнтарчĕç. Наци костюмĕсене, алĕçĕсене курса киленме те май пулчĕ. Фестиваль республикăра пурăнакан халăхсем вăйă картине тăнипе пуçланчĕ.

Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулса курчĕ. Малтан вăл республикăри наци-культура пĕрлешĕвĕсен курав стенчĕсемпе - вĕсенче алĕçĕсем, наци апат-çимĕçĕ, вăл е ку халăхăн йăли-йĕрки çинчен çырса кăтартнă кĕнекесем пур - паллашрĕ. Михаил Игнатьев наци культурисен фестивальне уçнă май пурне те Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ, çак мероприяти пĕтĕм халăхсен пĕрлĕхĕн символĕ пулса тăнине палăртрĕ. "Эпир паян хамăрăн несĕлĕмĕрсен паттăрлăхне аса илетпĕр, шăпах вĕсен харсăрлăхне тата пĕршухăшлăхне пула Раççей патшалăхĕн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕ сыхланса юлнă. Раççей - тĕнчери чи нумай нациллĕ патшалăхсенчен пĕри. Эпир пурте хамăрăн Тăван çĕршывпа мухтанатпăр тата унăн территорийĕнче пурăнакан халăхсене хисеплетпĕр. Тăван çĕре юратни, пĕршухăшлăх пирĕн региона, çутçанталăк ресурсĕсен пуянлăхĕпе палăрса тăманскерне, çĕршывра малти позицисене йышăнма - инвестици тĕлĕшĕнчен чи илĕртÿллисенчен, инновациллисенчен, тăнăçлисенчен, йĕркеллĕ аталанаканнисенчен пĕри пулса тăма май пачĕ", - терĕ Михаил Васильевич.

Мероприяти гала-концертпа малалла тăсăлчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Рубрика: