Раççей Геройĕ спорт уявне йыхравлать
15 Dec, 2015 | Спорт

«Вăйлă та хăюллă çынна мĕн ĕлĕкрен хисепленĕ. Патваррисем кăна тăван çĕршыва хÿтĕлеме пултараççĕ. Чăваш çĕрĕ паллă спортсменсене, вăрçăпа ĕç паттăрĕсене сахал мар çитĕнтернĕ. Çĕнтерÿ телейне кĕрешÿре кăна туйма пулать. Ăнăçу сире, пăхаттирсем!»

Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант Чăваш Ене янă çырури салам сăмахĕсем кусем. Вĕсене ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен спорчĕпе туслă яш-кĕрĕм уйрăмах ырласа йышăнчĕ ахăртнех. Раштав уйăхĕн 17-18-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн пысăк керменĕнче пирĕн ентешĕн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртет. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва кăçал Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. Чăваш Ене тĕрлĕ регионтан 200 яхăн спортсмен килсе çитмелле. Хамăр çĕршыври чи вăйлă кĕрешÿçĕсемпе пĕрлех кавир çине çамрăксем те тухĕç. Икĕ кун хушшинче вĕсем медальсен 19 комплектне тивĕçессишĕн тупăшĕç. Яланхи пекех Чăваш Республики Олимп паттăрĕсемпе Раççей Геройĕсене, авиаци ветеранĕсемпе офицерсене тата сумлă хăнасене тараватлăн кĕтсе илĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

А.МИХАЙЛОВ