Раççей – Египет: 3:1!

20 Çĕртме, 2018

Ĕнер Раççейĕн пĕрлештернĕ команди Пĕтĕм тĕнчери футбол чемпионачĕн иккĕмĕш вăййинче çĕнтерчĕ. Раççейпе Египет командисен матчĕ Санкт-Петербургра иртрĕ.

Вăйă 3:1 шутпа вĕçленчĕ. Пĕрремĕш гол египтянсен хапхине вĕçсе кĕчĕ — Ахмед Фатхи чĕркуççине лекнĕ мечĕке вратарь тытса чараймарĕ. 59-мĕш минутра Денис Черышев иккĕмĕш гол тапса кĕртрĕ. 62-мĕш минутра Артем Дзюба палăрчĕ. Египет командин спортсменĕ Мохаммед Салах шута чакарма пултарчĕ — вăйă йĕркине пăснăшăн палăртнă пенальтирен мечĕке тапса кĕртрĕ.

Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Станислав Черчесов вăйă хыççăнхи пресс-конференцире футболистсен ĕçне хак пачĕ. «Эпир тĕплĕ хатĕрлентĕмĕр. Египет командин вăййине тишкертĕмĕр. Команда тактика дисциплинипе савăнтарчĕ», — терĕ вăл.

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççей футболисчĕсем Уругвай командипе тĕл пулĕç. Вăйă Самарта иртĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас