Раççей аталанăвĕ регионсенчен пуçланать
24 Jun, 2016

Ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Раççей регионĕсем- çитĕнĕвĕн çĕнĕ хутлăхĕсем" IX Шупашкар экономика форумĕ уçăлчĕ.

Малтан ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева сăмах пачĕç. Вăл регионсен экономикинчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явма Шупашкара килме кăмăл тунăшăн ĕçлĕ апатланăва хутшăнакансене тав турĕ, "çавра сĕтелсенче" ăнăçлă ĕçлеме ырă сунчĕ.

- Чăваш Енре пурăнакансем çуллен çĕртмен 24-мĕшĕнче Республика кунне уявлаççĕ, - аса илтерчĕ вăл. - Йăла-йĕркене тытса пурăнаççĕ, çемье пахалăхĕсене тĕпе хураççĕ. Вĕсене никĕсе хывса çамрăк ăрăва çитĕнтеретпĕр. Республикăн предпринимательсемпе хутшăнса пурнăçланă ĕçне хакласа XX Санкт-Петербург экономика форумĕнче тивĕçлипе кăтартнăшăн пирĕн инвестици рейтингне пĕтĕмлетме хутшăннисене пурне те, çав шутра ятарлă институтсене, Стратеги пуçарăвĕсен агентствине тав тăватăп. Вĕсем республикăн ĕç тăвакан влаçĕн тата предпринимательсен пĕрлĕхĕн хутшăнăвĕсене пахаласа Чăваш Ене тăххăрмĕш вырăнтан /2015 ç./ улттăмĕшне хăпартрĕç. Çак кăтартушăн савăнатпăр, мăнаçланатпăр. Пуласлăхра ăçта тата камсем патне талпăнмаллине пĕлетпĕр. Çынсен, çав шутра çамрăксен, чун-чĕринче тухăçлă ĕçлеме хистекен хăват пур.

М.Игнатьев пирĕн çынсем, этем капиталĕ, ăс-хакăл тĕп пуянлăх пулнине палăртрĕ. Çынсене инвестици хывасси - тĕрлĕ шайри влаçсен тĕллевĕ. Çĕршыв экономикинчи чăрмавсем хăшпĕр енĕпе Чăваш Ене те ура хураççĕ.

- Анчах эпир электротехника, пылак çимĕç, хими, апат-çимĕç оборудованийĕн продукцийĕпе вăйлă, - терĕ. - Вăл экспорта лайăх каять. Пирĕн тавара 85 патшалăх туянать. Республикăра Испани, Германи, Серби, Япони компанийĕсем ĕçлеççĕ. Китай производство йĕркелесе ярасси пирки иккĕленместпĕр.

ЧР Пуçлăхĕ хăнасене социаллă пурнăçри ырă улшăнусемпе паллаштарчĕ. Кăçалхи 5 уйăхрине пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан промышленноç производствин индексĕ - 114, ял хуçалăх производствин вăл 110 процентпа танлашнă.

- Ăна 2015 çулхинчен лайăхлатрăмăр. Ÿсĕме сыхласа хăварассишĕн тăрăшатпăр, - калаçăва вĕçлерĕ вăл.

РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова сăмахне халăха вĕрентес ĕçпе çыхăнтарчĕ:

- Манăн çамрăксене юридицие, экономикăна вĕрентме малашне бюджет вырăнĕ сахалрах парассине пĕлтерес килет. Инженерсене, биологсене, химиксене, ытти специалиста хатĕрлеме ыйтаççĕ. Анчах çак профессисене алла илессишĕн экзамен сахалрах тытаççĕ. Çапах эпир инженер специальноçĕсене суйласа илекенсен йышне ÿстерессишĕн ĕçлетпĕр. Ку енĕпе ырă улшăну пур. Вĕренÿ министерстви çак тĕллеве пурнăçлассишĕн ĕçлеме тытăнчĕ ĕнтĕ.

Германири ĕçлĕ çынсемпе çыхăнусем йĕркелеме пулăшакан эксперт Инна Армстронг чăваш пайтаçисене нимĕçсен экономикин кон<юнктурипе, пуян практикипе усă курма сĕнчĕ. Норвеги-Раççей Суту-илÿ палатин представительствин ертÿçи Владимир Багреев шухăша яракан тĕслĕх илсе кăтартрĕ: ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр Норвегире çĕршывăн мĕнпур лаптăкĕн 3 процентĕнчен те сахалрах, анчах халăха тивĕçтерекен продукцин 50 ытла процентне кунта туса илеççĕ. Пĕтĕм бизнесăн 95 проценчĕ - пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен.

Макроэкономика тата кĕске вăхăтлăх прогноз центрĕн ертÿçи Дмитрий Белоусов Раççейĕн пуласлăх аталанăвĕн тĕллевĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Укçа-тенкĕпе кредита, банк тытăмĕсене, финанс рынокне тĕпчекен центр ертÿçи Олег Солнцев "Раççейре бизнеса кредитласси. Укçа-тенкĕ ресурсĕпе çыхăну йĕркелеме предпринимательсене мĕнле пулăшмалла?" темăпа доклад турĕ. Стратеги пуçарăвĕсен агентствин Хусанти представительствин ертÿçи Рафаэль Зайнутдинов влаç тытăмĕсем бизнеса аталантарассишĕн Чăваш Енре кĕске хушăра пысăк ĕç пурнăçланине палăртрĕ.

Ларура ытти чылай эксперт сăмах каларĕ. Раççей промышленникĕсемпе предпринимателĕсен федерацин Атăлçи округĕнчи уйрăмĕсен координаци канашĕн ларăвĕ, тĕрлĕ темăпа "çавра сĕтелсем", семинар-канашлусем иртрĕç. Çĕртмен 24-мĕшĕнче форум хăйĕн ĕçне малалла тăсать.