Пысăк витĕмлĕ пуçлăхсен ретĕнче
7 Jul, 2016

Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен 2016 çулхи çĕртме уйăхĕнчи витĕмĕн черетлĕ рейтингне пичетлесе кăларнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн рейтингри позицийĕшĕн тăнăçлăх кăтартуллă. Вăл Раççейри кĕпĕрнаттăрсен "Пысăк витĕм" паллăллă ушкăнне кĕрет /федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче — 7-мĕш вырăнта/.

Рейтингăн малти виçĕ вырăнĕнчи лидерсем улшăнман: Мускав мэрĕ Сергей Собянин, Чечня Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Рамзан Кадыров, Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов.

М.АНДРЕЕВ.