Пуйăса çÿретме укçа хыснаран уйăраççĕ

Республикăри ял-поселока, дачăсене пуйăспа кăçал Шупашкарти, Канашри, Çĕмĕрлери, Улатăрти чукун çул вокзалĕнчен хуласен çумĕнчи маршрутсемпе çитме пулать-и?

— Пулать, — хуравларĕ ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов. — Чăн та, унпа усă куракансен шучĕ çуллен чакать. Чукун çул транспорчĕпе пассажирсене илсе çÿрекен «Содружество» обществăна тăкакĕн пĕр пайне саплаштарма Чăваш Ен хыснинчен укçа кашни çул питĕ нумай уйăратпăр. Çав маршрутсен пĕлтерĕшне тишкерсе тивĕçлипе хак пама вăхăт çитнĕ. Ыйтăва çывăх вăхăтрах уçăмлатмалла. Çапах та çынсене транспортсăр хăвармастпăр. Пурăна киле чукун çул хĕрринчи хăш-пĕр ял-поселокпа дача юлташлăхĕсене автотранспорт çÿретес, вĕсем патне автомобиль çулĕсем çитерес ыйту тухса тăратех.
Чукун çул транспорчĕ республикăри çул çÿревре пысăк вырăн йышăнать. Унпа çуллен Чăваш Енре пурăнакан тата республикăна хăнана килекен 400 пин ытла пассажир усă курать. Вăл хуласен çумĕнче çак маршрутсемпе çÿрет: Хусан-Канаш-Хусан, Шупашкар-Канаш- Шупашкар, Канаш-Улатăр-Канаш, Улатăр-Красный Узел-Улатăр, Канаш-Çĕмĕрле-Канаш.
«Содружество» общество пĕлтернĕ тăрăх — 2017 çулта асăннă маршрутсемпе 404747 пассажира — 2016 çулхинчен 29% сахалрах — ăсатнă. Республика Правительстви çынсене вырăна çите-рессишĕн пуйăссен тăкакĕсене саплаштарма кăçал Чăваш Ен хыснинчен «Содружество» общество счечĕ çине 77,4 млн тенкĕ куçарма палăртнă. Ăна пĕлтĕр — 68,8 млн, кăçалхи пĕрремĕш кварталта 15,6 млн тенкĕ уйăрнă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи раштав уйăхĕнчи «Чукун çул транспорчĕпе хуласен çумĕнчи маршрутсемпе пассажирсене илсе çÿремелли тарифсем çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кашни пассажирăн 10 çухрăмлă зонăшăн 30 тенкĕ тÿлемелле. Обществăн тăкак курас мар, экономика ыйтнине тивĕçтерес тесен кашни çынран палăртнă зонăшăн 74,11 тенкĕ илмелле. Çак суммăпа танлаштарма çитмен укçана республика хыснинче пăхса хăварма тивет. Малалла вулас...

 

Юрий СЕРГЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.