Путина халалласа юрă çырнă

8 Юпа, 2015

Арнольд Иванов 11 çулта кăна-ха. Вăл Шупашкарти 4-мĕш гимназире вĕренет. Апла пулин те арçын ача республикипех палăрма пултарчĕ. Нумаях пулмасть вăл РФ Президентне халалласа рэп стилĕпе юрă çырнă.

Трек "Владимир Владимирович Путин" ятлă. 5-мĕш класра вĕренекенскер юрра Владимир Путинăн çуралнă кунĕ умĕн хайланă. Аса илтерер: çĕршыв Ертÿçи ĕнер, октябрĕн 7-мĕшĕнче, 63 çул тултарнă. Арнольд юрра Интернета тÿрех кăларман. Çынсем унпа çуралнă кун умĕн çеç паллашма пултарнă. Арнольд Владимир Путин пĕлтĕр ирттернĕ тÿрĕ эфирта Раççейре психикăна витĕм кÿрекен вăйăсене, компьютерпа вылямаллисене, хăçан сутма чарасси пирки интересленнĕ. Кăштахран арçын ачапа Президент администрацийĕн представителĕсем çыхăннă, ку темăна халăхра сÿтсе явмалли пирки каланă. Çавăн чухне Арнольд хавхаланнă, çапла юрă та çуралнă.

Рубрика: