Пуррине хаклама пĕлер

7 Авăн, 2016

Экономика йывăрлăхра тесе каласси йăлана та кĕчĕ пулас, анчах ăнăçлă ĕçлекен предприятисем те пайтах — çакна юнкун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, журналистсем те Шупашкарти "АБС ЗЭиМ Автоматизаци" АУОра пулнă май хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç.

Паян предприятире 692 çын ĕçлет. Вăтам ĕç укçи — 31,8 пин тенкĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ хăнасемпе калаçнă май рабочисем те кăмăллăн палăртрĕç: ĕç пур, ĕç укçи йĕркеллĕ тÿлеççĕ — тата мĕн кирлĕ?

Предприяти импорта улăштаракан продукци кăларма пуçлас ĕçе çанă тавăрсах кÿлĕннĕ. Республика Пуçлăхне çĕнĕ йышши "ăслă" электроприводпа паллаштарчĕç — паян вăл заводăн пĕтĕм продукцийĕн 50% тÿпине йышăнать. Нефтьпе газ промышленноçĕнче, атом электростанцийĕсенче усă кураççĕ — шывра та пĕр кăлтăксăр ĕçлет-мĕн. Акционер обществи хăйĕн изделийĕсене чикĕ леш енчи чылай çĕршыва ăсатать. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 991 миллион ытла тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă. Юрий Сушко гендиректор кăçал ку кăтарту пысăкланасса çирĕплетрĕ, çапла вара предприяти республикăри "миллиардниксен" клубне кĕрĕ.

Михаил Игнатьев механосборка цехĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх — "АБС ЗЭиМ Автоматизаци" малашлăхĕ çутă, эппин, унăн коллективĕн те пăшăрханмалли çук. Промышленноç ăнăçлă ĕçлени вара республикăна та аталанма пулăшать. Çавна май вăл "АБС-Электро" компанисен ушкăнĕн президентне Ненад Поповича алă тытсах тав турĕ. "Пуçлăхсем хăйсен ĕçченĕсемшĕн тăрăшнине кура коллектив та ертÿçĕсене хисеплет, шанать", — терĕ вăл.

Çынсем хăйсен ĕçĕпе, кунти условисемпе кăмăллă пулни вĕсем çĕкленĕ ыйтусенчен те палăрать тейĕттĕм. Никам та предприятири çивĕч ыйтусем пирки шарламарĕ — вĕсене ытти тема пăшăрхантарать. Калăпăр, сотрудниксенчен пĕри, 3 ача ашшĕ, Шупашкарта çемьепе йĕлтĕрпе ярăнмалли вырăн кирли пирки сăмах пуçарчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăçал хĕле кĕнĕ çĕре биатлон центрне туса пĕтерме шантарчĕ: "Ачасемпе ярăнма меллĕ пулĕ. Пирвайхи юр ÿкнĕ вăхăт тĕлне трассăна çĕрле те çутатса тăмалла тăвасшăн. Унта тĕнче шайĕнчи биатлон чемпионачĕсене те ирттерме май пулĕ". Михаил Васильевич çамрăксем валли мастер-класс ирттерме Раççейĕн чи маттур биатлонистне Антон Шипулина та Шупашкара килмешкĕн чĕннĕ-мĕн. Спорт тенĕрен, Шупашкарта паян сывлăха çирĕплетмелли майсем чăнласах анлă. Çакна çирĕплетсе Михаил Игнатьев кăçал маунтинбайк центрне, ФОК уçнине аса илтерчĕ — ÿркенмелле мар кăна.

Сехет йĕппине "çуллахи вăхăт" çине куçарасси пирки те ыйту пулчĕ: "Çулла ытла та хăвăрт тĕттĕмленет, кун тăршшĕне тăсасчĕ..." "Чăнах та, çулла 2 сехет иртсенех çутăлать, каçхине вара халь 7 сехет хыççăнах тĕттĕмленет, — килĕшрĕ Михаил Васильевич. — Ульяновск облаçĕ, авă, çуллахи вăхăт çине куçрĕ. Сĕнĕр, ыйтăр — Патшалăх Канашĕ ыйтăва пăхса тухĕ, Думăна тивĕçлĕ сĕнÿ парĕ".

Шупашкарти "Садовый" микрорайонта ипотекăпа хваттер илнĕ çамрăк унти инфратытăм аталанăвĕпе кăсăкланать. Михаил Игнатьев ăна та лăплантарчĕ: микрорайон малалла аталанĕ — Карачура еннелле сарăлĕ, унта 1,5 миллион тăваткал метр таран пурăнмалли çурт-йĕр пулмалла. Шкул та тăвĕç, çул "рязвязкине" хута ярсан пĕтĕм чăрмав сирĕлмелле.

Тепĕр хĕрарăмăн хваттерпех çыхăннă ыйтăвĕ тĕлĕшпе вара, шел те, савăнтармалли хурав пулмарĕ. Çакскерĕн упăшки хăй вăхăтĕнче Афган вăрçине хутшăннă. "Çăмăллăхлă майпа хваттер илмелли черете эпир 1987 çултах тăнă. Ун чух черетре 21-мĕшчĕ. 30 çула яхăн кĕтетпĕр — кăлăхах. Сире валли федераци бюджетĕнчен укçа куçарман теççĕ", — пĕлтерчĕ нушаллăскер. Регион ертÿçи унччен асăннă тĕллев валли çуллен вун-вун миллион тенкĕ илнине палăртрĕ, халь вара хăшпĕр программа хупăннă — хваттер илейменни çакăнпа çыхăннă ĕнтĕ. Çапах вăл тĕп хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова хĕрарăм ыйтăвне шута илме, пулăшмалли майсене тишкерме сĕнчĕ.

Ыйтусем татах пулчĕç. Ачи Шупашкарти 145-мĕш садике çÿрекен амăшĕ унта воспитатель çуккишĕн пăшăрханать. Тепри, кунта ĕçе Çĕнĕ Шупашкартан çÿрекенскер, ирсерен 101-мĕш маршрут автобусне ларма май çуккишĕн кăмăлсăр. Михаил Игнатьев автотранспорт ыйтăвне пăхса тухма шантарчĕ, воспитательсем пирки калас тăк — вакансисем, чăнах та, пур. Шупашкарта, сăмахран, çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçсан 100 пин тенкĕ пулăшу укçи те тÿлеççĕ — пурпĕр çитмеççĕ.

Тĕлпулури калаçăва вара Ненад Попович пĕтĕмлетрĕ. АБС Сербипе тачă çыхăну тытса ĕçленĕ май вăл Европăри лару-тăрăва лайăх пĕлет. Çавна май паян "Европăра Раççее нихçанхинчен вăйлăрах хисепленине" палăртрĕ, çакă чи малтанах Раççей, унăн Президенчĕ Владимир Путин Сири, Украина тĕлĕшпе тытса пыракан политикăпа, çирĕп позиципе, çĕршывра социаллă политика пĕлтерĕшне хакланипе сăлтавланнă. Ненад Ненаньевич çак самантсене шута илме тата хаклама сĕнчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

 

Рубрика: