Пурне те асра тытаççĕ

14 Юпа, 2015

Саранскра Атăлçи тăрăхĕнчи шырав от­рячĕсен ĕçĕ-хĕлне пĕ­тĕмлетсе «Никама та манман» слет иртнĕ.

Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалланă слета тĕрлĕ регионти 400 ытла çын хутшăннă. Вĕсен йышĕнче пирĕн республикăри шырав пĕрлешĕвĕсем те пулнă. Шупашкарти 29, 57-мĕш шкулсен, 4 тата 5-мĕш гимназисен, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн «Астăвăм», И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри «Георгий хăйăвĕ», Чăваш Енри суд приставĕсен, «Веда» общество организацийĕн шырав отрячĕсем Тверь, Смоленск, Орлов, Ленинград, Новгород облаçĕсен тата Крым Республикин территорийĕнче пынă çапăçу вырăнĕсенче тĕпчевсем ирттернĕ. Унсăр пуçне командăсем хăйсене тĕрлĕ конкурсра тĕрĕсленĕ. Пирĕн ентешсем «Çар техники» викторинăра, «Вырăнпа паллаштар» тата экспозицисен конкурсĕсенче палăрса тĕрлĕ парнене тивĕçнĕ. Слет пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен команди виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Атăлçи тăрăхĕнчи шырав отрячĕсен «Никама та манман» слета 2014 çултанпа Михаил Бабич полпред пуçарăвĕпе йĕркелеççĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: