- Чăвашла верси
- Русская версия
Пурнăçа савсан
Мăшăрпа пурнăç тăршшĕпех алла-аллăн утни, ача-пăча юратăвĕпе хисепне тивĕçни мĕн тери пĕлтерĕшлине тăнăç кашни çемье тĕслĕхĕпе палăртма пулать.
Елчĕкпе Шупашкар хушшинче çирĕп кĕпер хывнă Евтихеевсем çемье вучахне çур ĕмĕр ытла каялла чĕртнĕ. Александр Евменьевичпа Маргарита Дмитриевна харпăр хăйĕн ĕçĕпе халăхра ырă ята тивĕçни, ачасене воспитани парассипе тĕслĕх ашшĕ-амăшне çаврăнни ватлăх кунĕсенче те пархатарлă витĕм кÿрет. Пилĕк çул каялла вĕсене, 50 çул пĕрле пурăнакан тĕслĕх мăшăра, Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чыслани паян та куç умĕнчех. Хальччен темĕн тĕрлĕ сумлă наградăна та /«РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята, Ленин орденне, «Хисеп палли» ордена.../ тивĕçнĕ Александр Евменьевич çемье хаклăхĕсене упранăшăн хавхалантарса панă медаль кил-йышшăн çав тери пĕлтерĕшлине палăртнăччĕ.
10 ачаллă çемьере
Шупашкарти Ленин проспектĕнчи çĕнех мар çуртри виçĕ пÿлĕмлĕ хваттере кĕрсен тÿрех кунта пурăнакансен кил-йышĕпе паллаштаракан стена куç тĕлне пулать: талккишпех — сăн ÿкерчĕксем. Евтихеевсемпе Кирпичевсен йăх-несĕлне халалланă кĕтес умĕнче чарăнтăмăр.
— Кунта — пирĕншĕн хаклă сăн ÿкерчĕксен пĕчĕк пайĕ кăна, йăх-несĕл йывăççин «çамрăкрах» турачĕсем. Александр Евменьевичпа хамăрăн генеалоги йывăççине чылай çул каялла ÿкерме тытăнтăмăр. Унăн тата манăн несĕлсене çичĕ сыпăк таран тĕпчерĕмĕр. Янтăланă самай тĕреклĕ, нумай туратлă «йывăç» — ватлăхри чун киленĕçĕ, тăхăмсен умĕнчи мăнаçланмалăх ĕçĕмĕр, — терĕ çулĕпе саккăрмĕш теçеткене тултарса пыракан Маргарита Дмитриевна.
Унăн ашшĕ-амăшĕн хваттерĕнче Евтихеевсем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ялтан хулана куçса килнĕренпе пурăнаççĕ. Малтанах çемье кил хуçин тăван килĕнче, Елчĕк районĕнчи Исемпелте, тĕпленнĕ. Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕнче мăшăр кун-çул сукмакне чĕрĕк ĕмĕр ытла такăрлатнă. Малалла вулас...
Комментари хушас