Пурнăç — хамăр алăра
3 Oct, 2016 | Культура | Пурнăç

Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотеки çумĕнчи çул çитменнисен хушшинче сарăлнă киревсĕр йăласемпе кĕрешекен консультаципе методика центрĕ «Хăрушлăхсăр территори» кинотренинг ирттерчĕ. Унта Шупашкарти

транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕн вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç.

Пĕрремĕш курс. Çĕнĕ тĕлпулусемпе çĕнĕ туссем. Çамрăклăхри чи илемлĕ вăхăтсем. Анчах студент çулĕсем тепĕр чухне лайăх енчен кăна палăрса юлмаççĕ çав. Шăпах çак тапхăрта чылайăшĕ эрех-сăрапа туслашать, чĕлĕм-пирус сĕрĕмĕпе пуçне минретет, наркотик тутанать.

Хальхи вăхăтри киревсĕр пулăмсенчен пĕри — студентсен хушшинче «насвай» анлă сарăлни. Çак хутăш çамрăк организма пысăк сиен кÿрет: чуна аркатать, шалти органсен ĕçне хавшатать. Наркотик авăрне лекнĕ ачан унран хăтăлма хевти çитмест. Чĕлĕм тĕтĕмĕпе алкоголь те çирĕпленсе çитмен организма наркăмăшлаççĕ.

Ăнăçлă çемьере çитĕнекен ача мĕн­¬шĕн наркотиксен серепине лекет? Çак инкекрен хăтăлма пулăшакан меслет пур-и? Хальхи вăхăт «мурĕнчен» мĕнле сыхланмалла? «Çăмăл» наркотиксем пур-и? Ачасен çак тата ытти ыйтăвне Надежда Никифорова нарколог тухтăр уçăмлăн хуравларĕ. «Асăрханни алла хĕç-пăшал тытнипе тан», — теççĕ. Тухтăр чăн пурнăçра тĕл пулакан, чуна шăнтакан тĕслĕхсем урлă киревсĕр йăлапа çыхăннă «хитре» юмах-халап суя пулнине çирĕплетрĕ. Студентсене çавăн пекех В.Жданов профессорăн пирус туртнин сиенĕ çинчен каласа кăтартакан видео-лекцийĕ тарăн шухăша ячĕ.

«Хăрушлăхсăр территори» кинотренинг çамрăксене тĕрĕс пурăнмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Шанас килет: çак мероприятие хутшăннисем хăйсемшĕн тĕрĕс йышăну турĕç.

Дмитрий МЯКИН, Дмитрий ПАВЛОВ, Шупашкарти

ТСТ техникумĕнчи «Çамрăк журналист» кружок членĕсем.