Пурнăç çулĕпе асамлăха ĕненсе утмалла

3 Раштав, 2016

Иртнĕ эрнере пирĕн республикăна Мускаври патшалăх медицинăпа стоматологи университетчĕн диплом хыççăнхи вĕренÿ факультечĕн репродуктивлă медицинăпа хирурги кафедрин заведующийĕ, Раççей Сывлăх сыхлав министерствин акушерствăпа гинекологин штатра тăман специалисчĕ, Раççей наукăсен академийĕн академикĕ Лейла Адамян хăйĕн ĕçтешĕсемпе килсе çитрĕ. Унăн ыркăмăллăх фончĕн "Уçă университет" проекчĕпе килĕшÿллĕн иртекен "Хĕрарăм сывлăхĕ: çие юлнинчен пуçласа ватлăх таран" ăслăлăх-практика конференцийĕнче сывлăх сыхлавçисем паянхи чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра калаçрĕç. Çак тĕлпулăва Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ пулăшнипе йĕркеленĕ.

Ку ĕçе республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа унăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна хутшăнчĕç.

Ашшĕ-амăшĕ те, тухтăрсем те яваплă

Республикăри ачасен ырлăхĕшĕн, телейлĕ малашлă­хĕ­шĕн медицина ĕçченĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те хăйсенчен мĕн килнине йăлтах пурнăçланине палăртрĕ Михаил Васильевич.

"Пирĕн тĕллев — пур пепкене те хăйĕнни пекех юратакан воспитательсем, вĕрентекенсем хатĕрлесси. Ачасене çитĕнмешкĕн, аталанмашкăн хăтлăрах условисем туса парăпăр. Вĕсене тăван çĕршыва юратма, çынсене хисеплеме, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентмелле", — терĕ вăл. Çавнашкалах Правительство умне экономикăна аталантармалли, çынсен пурнăçне лайăхлатмалли, ĕç укçин виçине пысăклатмалли тĕллевсем лартни çинчен каларĕ республика Пуçлăхĕ.

Лейла Адамян Михаил Васильевича амăшĕсене ывăлĕ пек сума сунăшăн, çамрăксене ашшĕ пек юратнăшăн, хĕрарăмсене чăн-чăн арçын пек хисепленĕшĕн тав турĕ. Чăваш Енре çемье пĕлтерĕшне пысăка хунине пĕлет хăна, çавăнпах пирĕн тăрăха суйласа илнĕ те вĕсем.

"Хăш-пĕр хĕрарăм гинеколог пÿлĕмне, ача çуратмалли çурта сисчĕвленсе кĕрет. Шăпах çакнашкал проект ăна хитре, сывлăхлă пулма, чир-чĕре çĕнтерме пулăшĕ", — палăртрĕ ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова.

Çемье чирĕ

"Статистикăна пăхас тăк — вăрăм ĕмĕрлĕ çынсенчен ытларахăшĕ — хĕрарăм. Çавăнпа арçынсене упрама чĕнсе калас килет, мĕншĕн тесен пĕччен çынна пурнăç çулĕпе утса тухмашкăн йывăр.

Юлашки çулсенчи кăтартăва тишкерес пулсан çакна каламалла: кризиза, санкцисене, экономикăри йывăрлăха пăхмасăрах ача çуратакансен йышĕ пысăкланнă, пĕчĕк ача вилнĕ тĕслĕх сахалланнă. Çав вăхăтрах хĕрарăмсене нушалатаракан чир-чĕр парăнасшăн мар", — сăмах илчĕ Лейла Владимировна.

Амалăх миоми çинче чарăнса тăчĕ вăл. Ку — ача çуратма пултаракан кашни виççĕмĕш хĕрарăмăн чирĕ. Çав тĕвĕ амалăха сиенлет. Гинекологи операцийĕсен 80 проценчĕ шăпах миомăпа çыхăннă. Амалăхри тĕвĕ хăш тĕлте вырнаçине кура гинеколог сиплев мелне палăртать. Тĕвĕ аталанса пыни вара амалăха касса илмелли патнех çитерет.

Çапах мĕншĕн миома çемье чирне çаврăннă? Кукамăшне те, амăшне те, хĕрне те çав тĕвĕ канăç памасть. Лейла Адамян йăх чирĕсемпе кăсăкланмалли, малашлăхра мĕнле чăрмавсем кĕтнине пĕлмелли çинчен калать. Паянхи медицина профилактика енĕпе ăнăçлă ĕçлет.

Ĕлĕкрех, çын тăватă уран çÿренĕ чухне, хĕрарăмсем амалăх миомипе нушаланман. Кайран тин, икĕ ура çине тăрсан, ку чир вăй илме пуçланă. Çакна юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе те сăлтавлама пулать. Афроамерика хĕрарăмĕсем, ытти расăпа танлаштарсан, амалăх миомипе 2-3 хут ытларах чирленине палăртнă. Уйăх хушши час пуçланни, юн вăйлă юхни — сисчĕвлентерекен пулăмсем. Хĕрлĕ какай, хĕрлĕ эрех юратакансен те амалăх миоми аталанас хăрушлăх пур.

Юн вăйлă кайсан, ыратсан, ар органĕ шыçсан, паллах, гинекологран пулăшу ыйтмалла. Хальхи çĕнĕ йышши технологисен витĕмĕпе чире çийĕнчех тупса палăртĕç. Сăмах май, миомăллă хĕрарăма ЭКО программине хутшăнтармаççĕ, мĕншĕн тесен аталанакан пепкене унăн варĕнче хăтлă пулмĕ.

"Амалăхри çав тĕвĕ хĕрарăма йĕркеллĕ пурăнма чăрмантарать. Акă нумаях пулмасть ятарлă кăларăмри тÿрĕ эфирта 15 минутра операци турăм. Çав хĕрарăм 3 çул тухтăрсем патне çÿренĕ, вĕсене укçа тÿленĕ, тĕрĕсленнĕ, пăшăрханнă. Нимрен те хăрамалла мар. Амалăх миоми ача çуратма ан чăрмантартăр", — ăнлантарать Раççей тĕп гинекологĕ.

Сывлăх сыхлавçи хĕрарăма операци сĕтелĕ çине вырттариччен, сиплев палăртиччен унăн ÿсĕмне, тĕвĕ пысăкăшне шута илет. Çĕнĕ технологисем пулăшнипе, паллах, органа сыхласа хăварма тăрăшать.

Лейла Владимировна 12 килограмм та 300 грамм таякан миомăран хăтăлнă тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Çав хĕрарăмăн амалăхне сыхласа хăварма май килнĕ. Çулталăк çурăран ача çуратнă вăл. Çакна илтсен залри халăх тăвăллăн алă çупрĕ.

Ача тĕвĕленеймест, хырăм ÿкет

Хĕсĕрлĕх тата вĕче шăмми тĕлĕнче ыратни эндометриозпа çыхăнни çинчен медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ Марина Сонова каласа кăтартрĕ. Ăна пула уйăх хушши пăсăлать. Çапах мĕнле чир-ха çакă? Кĕскен палăртас тăк — амалăх тавра юн пуçтарăнса кĕвĕлни. Мĕнле лекет-ха вăл унта? Çакна ĕмĕр вăрттăнлăхĕпе те танлаштарчĕ докладчик. Уйăх хушши час пĕтни, юн вăйлă кайни, çак вăхăтра хырăм тĕлĕнче ыратни, уйăх хушши хăвăрт е кая юлса килни — эндометриоз пуçланма пултарасса систерекен паллăсем. Ăна пулах ар çыхăнăвне кĕнĕ чухне ыраттарать, амалăхра ача тĕвĕленеймест, хырăм ÿкет...

Марина Сонова кашни хĕрарăмăн уйăх хушшин календарĕ пулмаллине аса илтерет. Ыраттарнине хĕрарăм уйрăм шкалапа виçме пултарать. Май пур таран маларах сипленме пуçлани çĕçĕ айне выртасран хăтарĕ.

Медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ Татьяна Казначеева уйăх хушши пăсăлнине пула хĕрарăмсем кулленех гинекологран пулăшу ыйтнине палăртрĕ. Чи малтанах, юн мĕн чухлĕ кайнине пĕлмелле. Сăмахран, çакна пулах полип аталанас хăрушлăх пысăк. Вăл хăй тĕллĕн иртмест, унран хăтăлма хирург кăна пулăшĕ. Хĕрарăмăн ыратнине чăтмалла марри çине пусăм турĕ Татьяна Викторовна. Чир-чĕр ан çыпăçтăр тесен вăхăтра сипленмелле.

Амалăхран юн кайма пуç­ланине çавнашкалах хăвăрт мăнтăрланнипе е начарланнипе, анемипе, шыçăпа, сывă пурнăç йĕркине пăхăнманнипе çыхăнтарчĕ вăл. Уйăх хушши вăхăтра килни тухтăрсемшĕн сывлăх тĕкĕрĕ пекех.

Уйăх хушши — амалăх куççулĕ

Хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ — йыш хушасси. Ахальтен мар уйăх хушши килнине амалăхăн куççулĕпе танлаштарчĕ кафедра доценчĕ.

Çие юлнă пепкене, паллах, çут тĕнче кăтартас килет. Хырăм ÿкнишĕн мĕн чухлĕ хĕрарăм канăç çухатать. Çирĕпленсе çитеймен организмшăн вăл уйрăмах хăрушă. Çакăн сăлтавне медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ольга Конышева уçăмлатрĕ. Компьютерпа, гаджетсемпе пĕр вĕçĕм усă курни, амалăх тĕрĕс мар аталанни, сезонпа килĕшÿллĕ мар çи-пуç тăхăнни, инфекци çаклатни, пирус туртни, эрех ĕçни, наркăмăшланни... варти пепкене усал витĕм кÿрет.

Тĕнче статистики çие юлнă хĕрарăмсен 35-70 проценчĕ анемипе нушаланнине çирĕплетет. Вениамин Чернов профессор юн çитменни хĕрарăма хăйне тата аталанакан пепкене сиен кÿни çинчен каласа кăтартрĕ, сиплев çĕнĕ мелĕсемпе паллаштарчĕ.

ЭКО тавра 1968 çултанпах калаçаççĕ. 1975 çулта çак мелпе амалăх тулашĕнче пепке тĕвĕленнĕ. 1978 çулта пĕрремĕш пепке çуралнă. Унтанпа тĕнчери 7 миллион ача ЭКО мелĕпе çут тĕнчене килнĕ. Ку енĕпе ăнăçлă ĕçлени çинчен Любовь Виноградова репродуктолог каларĕ. Çак ачасем ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ.

Савăшма хатĕр-и?

Сывă хĕрарăм ар çыхăнăвне кĕмешкĕн яланах хатĕр-и? Киленÿ илме мĕн чăрмантарать ăна? Татьяна Казначеева каланă тăрăх, йăлтах кăмăлтан килет. Тĕпренчĕке садикрен илесси, килте апат пĕçересси, укçа ытларах ĕçлесе илесси... çинчен шухăшлакан хĕрарăма савăшу савăнăç кÿмест. Килти ĕçсене упăшкапа пĕрле пурнăçланине нимĕн те çитмест ахăр. Унсăр пуçне ĕçри стресс, çемье саланни, мăшăр пĕр чĕлхе тупайманни, амалăха, кăкăра касса илни, ыратни хĕрарăма хăйĕн вăйне туйма чăрмантарать.

Татьяна Викторовна çавнашкалах ар органне çамрăклатмалли мелсемпе паллаштарчĕ. Секс тĕлĕшпе опыт пуçтарăннине çын малтан — виçĕ, унтан икĕ урапаллă велосипедпа ярăнма вĕреннипе, кайран тĕрлĕ трюк тума хăнăхнипе çыхăнтарчĕ специалист.

"Пирĕн хĕрача çитĕнсе çитмен-ха. Ăна гинекологи мĕнле чирĕсем нушалантарма пултарĕç?" — теççĕ ачан çывăх çыннисем. Тĕрĕс мар ыйту лартаççĕ вĕсем", — сăмах илчĕ Елена Сибирская профессор. Ача тĕвĕленейменнин тĕп сăлтавĕсене палăртрĕ вăл. Хĕрсем организм çирĕпленсе çитеймесĕрех ар çыхăнăвне кĕреççĕ. Çулталăкне 3-4 хут инфекци чирĕпе асапланни, усал йăлапа туслашни, кĕлетке аталанайманни ура хурать. Хырăм ыратсан ача-пăча гинекологĕпе çыхăнмалла. Вунă çулччен çăм шăтма, кăкăр пысăкланма пуçласан специалистран канаш ыйтмалла.

Кукамăшĕн сывлăхĕ — мăнукне

Хĕрарăм сывлăхне йăх пысăк витĕм кÿнине палăртрĕç хăнасем. Кукамăшĕн организмĕнченех унăн мăнукĕ мĕнле чирпе нушаланма пултарасси паллă.

Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев тепĕр 9 уйăхран е çулталăкран хăйне евĕрлĕ пĕтĕмлетÿ тума сĕнчĕ. Чăнах, куç пек кĕтнĕ, сывлăхлă, мал ĕмĕтлĕ ачасем ытларах çурални çакăнта пуçтарăннисемшĕн нимрен хаклăрах парне пулĕччĕ.

Лейла Адамян кун-çула икĕ тĕрлĕ — хăнăхнă йĕркепе тата асамлăха ĕненсе — пурăнса ирттерме май пурри çинчен каларĕ. Çавăнпа ыранхи кунран лайăххине çеç кĕтмелле. Сывлăха çирĕплетме, ĕмĕте пурнăçлама, пурнăç илемĕпе киленме тухтăрсем пулăшĕç.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.