Пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ ыйту

Наркотикпе тата алкогольпе çыхăннă çивĕч ыйтусем юлашки вăхăтра сиксе тухнăскерсем мар. Вĕсем - обществăн мĕнпур сийне пăшăрхантаракан тема.

«Наркотиксен е психотроплă япаласен, алкоголь тата спирт хутăшĕллĕ продукци çаврăнăшне тĕрĕслес ĕç-хĕлти уголовлă право превенцийĕ» ятпа йĕркеленĕ ăслăлăх практика конференцине медиксем, юристсем, психологсем, ытти специалист хутшăнчĕç. Çак шутра - Хусан институчĕн профессорĕсем, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин çумĕ А.Метелкин, Чăваш Енри çын прависен уполномоченнăйĕ Ю.Кручинин, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ А.Александров, ЧР прокурорĕн заместителĕ А.Григорьев, вĕренÿ министрĕн заместителĕ С.Кудряшов, ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем, преподавательсемпе студентсем.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра иртнĕ Раççей шайĕнчи мероприятин пленарлă пайĕнче ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ертÿçи Евгений Барсуков наркотиксемпе çыхăннă пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарчĕ. «Наркотиксен тата психотроплă япаласен саккунсăр çаврăнăшĕ çĕршывра нумай йывăрлăх кăларса тăратать, - терĕ вăл. - Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - Раççейре сакăр миллиона яхăн çын вăл е ку шайра наркотиксемпе усă курать. Апла пулин те хальхи вăхăтра регионта лару-тăру лайăх енне улшăнни сисĕнет. Çакăн сăлтавĕ чи малтанах граждан обществин наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен тĕп тытăмĕсем вăй-халне пĕрлештернипе çыхăннă». Евгений Николаевич тĕслĕх вырăнне И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тăвакан ĕç-хĕле илсе кăтартрĕ. Вĕренÿ заведенийĕнче волонтерсен центрне йĕркеленĕ, «2011-2020 çулсенче ЧПУра наркомание профилактикăласси» программа тата ытти ĕç пурнăçланать.

Наркотĕрĕслев управленийĕн ертÿçи Чăваш Енре çул çитменнисен хушшинче наркопреступленисем тăвас туртăм пысăкланнине тата «шурă вилĕм» серепине лекекенсен шучĕ ÿснине палăртрĕ, çивĕчленсе пыракан çак саманта куçран вĕçертме юраманни çинчен асăрхаттарчĕ.

В.БАГАДЕРОВА