«Пурçăн çулĕ» такăр мар

8 Утă, 2017

Шупашкар Пĕтĕм тĕнчери «Пурçăн çулĕ» ралли тупăшăвне хутшăнакансене кĕтсе илчĕ.

Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ тÿремре 40 яхăн çĕршыври 62 экипаж старта тухрĕ. Ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ Чăваш Ен çĕрĕ çинче иртрĕ. Финиш хыççăн автогонщиксем Шупашкар урамĕсемпе тухса залив хĕррипе иртрĕç. Хĕрлĕ тÿремре вĕсене хула çыннисем кĕтсе илчĕç. Унта вĕсен ячĕпе чаплă уяв иртрĕ.

Автогонщиксем аэропорт çывăхĕнче вырнаçтарнă палаткăсен хулине çĕр каçма чарăнчĕç. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитсе курчĕ. Вăл çак сумлă ăмăртăва пирĕн республика пĕрремĕш хут йышăннине палăртрĕ. «Историллĕ пулăм ку пирĕншĕн: Чăваш Ен кун-çулне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлĕ вăл. Спортсменсен чăтăмлăхĕ мана кăна мар, пĕтĕм çынна тĕлĕнтерет. Çăмăл мар çула хăюллисемпе паттăррисем çеç парăнтарма пултараççĕ», — терĕ Михаил Васильевич.

Пĕтĕм тĕнчери ралли йĕркелÿçи Владимир Чагин пĕлтернĕ тăрăх — паттăрсем нимĕнле йывăрлăхран та хăрамаççĕ. «Вĕсемшĕн йĕпе-сапаллă çанталăк та, пылчăклă трасса та хăрушă мар. Вăл спортсменсен ăсталăхне тĕрĕслет кăна», — терĕ вăл Шупашкарта ăмăртăва пысăк шайра хатĕрленнине палăртса.

«Пурçăн çулĕ» раллие тĕрлĕ çĕршыври паллă автогонщиксемпе тĕнчери ăмăртусенче палăрнă спортсменсем хутшăнаççĕ. Раççей чысне Тутарстанри «КамАЗ-мастерс» команда, Питĕрти хĕрарăмсен экипажĕ, Мускавари «Аспект мотоспорт» тата ыттисем хÿтĕлеççĕ.

Ыран вĕсем Тутарстан трасси çинче тупăшĕç. Пирĕн çĕршыври тĕрлĕ хула витĕр тухса Казахстанпа Китай территорийĕнчи трассăсем çинче вăй виçĕç. Пурĕ 9600 çухрăма парăнтарĕç вĕсем.

Айрат Мардеев, «КамАЗ-мастерс» команда пилочĕ:

— Çанталăк йĕпеллĕ-сапаллă пулнипе кăçалхи трасса пит çăмăлах мар. Çапах эпир палăртнă пĕрремĕш дистанцие йĕркеллех тухрăмăр. Пирĕн командăран 4 машина хутшăнать. Итали, Беларуç астогонщикĕсем уйрăмах вăйлă. Ăмăрту пирĕншĕн кăсăклă иртессе шанатпăр. «Пурçăн çулĕ» кĕске мар, уйрăмах Китайри хăйăрлă трасса çинче вăйлă тупăшу пуласса кĕтетпĕр.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме