Пулас палăк вырăнне чул хучĕç
25 Dec, 2015 | Хула

Шупашкарта çак кунсенче вут-çулăмпа кĕрешекен паттăрсене халалласа лартма палăртнă палăк вырăнĕнче чул хучĕç. Çак палăк 4-мĕш пушар-çăлав чаçĕ çывăхĕнче пулĕ. Ун умĕнче кашни çынах инкеке лекнисене пулăшас тесе сывлăхĕпе пурнăçне хĕрхенмен пушарнăйсене тав тума пултарĕ.

Мероприяти Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн Ялавне асăннă ведомствăра ĕçлекенсем йăтса утнипе пуçланчĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин гимнĕсем янăранă хыççăн тĕп управлени пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор тухса калаçрĕ: «Кăçал эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине паллă турăмăр. Вăрçă çулĕсенче пушарнăйсем те паттăрлăх кăтартнă. Кĕçех çĕршывăн чрезвычайлă ведомствине туса хунăранпа - 25 çул, Чăваш Енри пушар хуралĕн ветеранĕсен организацине йĕркеленĕренпе 31 çул çитет. Паянхи мероприяти Чăваш Ен паттăрсене асрах тытнине тепĕр хут çирĕплетсе парать".

Пухăннисем служба тивĕçне пурнăçланă чухне вилнĕ пушарнăйсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, чул умне чечексем хучĕç. Шупашкарти Христос Çуралнин чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте пулас палăк вырăнне сăвапларĕ.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА.