Пулă ĕрчетесси отрасль шайне хăçан çĕкленĕ?

Вăлтапа çыран хĕррине пулă тытма тухса ларакан сахал мар. Анчах ăна хăйсем юратмаççĕ иккен. «Укçине ниçта хурайманнипе туянаççĕ пулĕ», — тĕлĕнетчĕ пĕр паллакан. «Час-часах çиме çăкăр мар вĕт», — тейĕ вулакан. Юратман çынсем чăнласах тĕл пулсан та нумайăшĕ ăна хапăл. Çĕршывра аш-какай çитменрен 1932 çулта «Кĕçнерникун — пулă кунĕ» тесе пĕлтернĕ. 1976 çулта партин тĕп комитечĕ çак ыйту патне çĕнĕрен таврăннă. Ман шухăшпа, йышăну тĕрĕсех пулнă-тăр. Диетологсем те эрнере пĕр хут та пулин пулă е унран хатĕрленĕ апат çиме сĕнеççĕ. Пĕрре тутансан ăна юратман çын та хăнăхма тытăнать. Какайпа танлаштарсан чĕрепе чирлекенсене какай вырăнне пулă çиме сĕнеççĕ пулă организмра хăвăрт ирĕлет, калори сахал, витамин вара çителĕклех. Çынсене самăрăлма, хăвăрт ватăлма памасть, куç çивĕчлĕхне упрать. Инфарктпа инсультран сыхлать, юн пусăмне, холестерин шайне чакарать. Пулă юратса çиекенсен хушшинче тĕрмене лекекен сахал. Ачасем вара шкулта лайăхрах вĕренеççĕ, хастарлăхпа палăраççĕ. Ытти те. Вăт мĕн чухлĕ усă кÿрет вăл çынна. Каласа пĕтерес те çук. Апла пулсан шыв çимĕçĕсĕр пурăнма май çуках.

Хамăр çитĕнтерни мĕншĕн хаклă?

Раççей апат-çимĕçре çуллен усă куракан пулăпа тата унран хатĕрленĕ продуктăн виççĕмĕш пайне чикĕ леш енчен туянать. РФ Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктрининче вара хамăрăнни 80% кая мар пулмаллине палăртнă. Халăха паха таварпа ытлă-çитлĕ тивĕçтерес тĕллевпе РФ Правительстви сутлăх пулă ĕрчетессине 2014-2020 çулсенче аталантарма ятарлă программа йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн çĕршывра 2020 çул тĕлне 315 пин тонна чĕр тавар туса илмелле, пысăк тухăçпа савăнтаракан ăратлă пулăн продуктивлăхне ÿстермелле. Пилĕк çул каялла шыв çийĕн кашни гектарĕнчен вăтамран пĕрер тонна тухăç илнĕ, икĕ çултан кăтарту 1,5 тоннăна çитмелле.
Европăри çĕршывсенче кашни çын апатра ăна çулталăкра вăтамран 26-35 килограмм усă курать, Раççейре — 13,2. Çав вăхăтрах Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ эрнере 200-300 грамм шăммине тасатнă пулă ашне çиме сĕнет. Килет-ха вăл Балтика тăрăхĕнчен, Инçет Хĕвел тухăç енчен, анчах çителĕксĕр. Апла пулин те пахалăхĕ ăмсанмалăхах мар. Çуне сăрăхтарса илнĕрен тути çук. Складсенче миçе çул выртнă, туянакан патне çитиччен миçе хут ирĕлтерсе шăнтнă — пĕлместпĕр. Вырăнти юхан шывра, пĕвере е кÿлĕре тытни, паллах, пахарах, лайăхрах.
Республикăра Атăлта тата Сăрта /Етĕрне районĕн территорийĕнче/ пулă тытаççĕ. 17 предприяти /ГЭСран анатарахра — 8, Сăр тăрăхĕнче — 5, Шупашкар шыв управĕнче — 4/ ĕçлет. 7 çул каялла 100 тонна ытларах тытнă, виçĕм çул тата пĕлтĕр 200 тоннăна яхăн. «Плана пысăклатма пулать-ха та, — тет Федерацин пулă тытас енĕпе ĕçлекен агентствин Вăтам Атăл территори управленийĕн Чăваш Енри шыври биологи ресурсĕсен патшалăх тĕрĕслевĕн сăнав сыхлавĕн пуçлăхĕ Валерий Григорьев, — анчах предприятисене ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министер-стви пулă саппасне чакарас мар тесе квота панăран унран иртме пултараймастпăр».
Халăх кăмăлне Атăлпа Сăр продукцийĕ кăна тивĕçтереймест паллах. Агропромышленноç комплексĕ те тивĕçлĕ тÿпе хывать. Республикăра ятарласа йĕркеленĕ хуçалăхсем 2016 çулта 270 тонна /Атăлпа Сăрта тытнинчен пĕр хут çурă нумайрах!/ пулă çитĕнтерсе суту-илĕве кăларнă, ĕрчетме вĕттине 106 тонна хатĕрленĕ. Производство калăпăшĕнче Ферид Чабатовпа /Патăрьел районĕ, Шăнкăртам/ Алексей Афанасьев /Куславкка районĕ, Елчĕк/ ХФХсен тата «Киря» /Пăрачкав районĕ, Кудеиха/ тулли мар яваплă общество тÿпи пысăк.
Халăхра сутлăх пулă самаях хаклă тăни çинчен илтетĕн. Çакă чи малтанах патшалăх тата му-ниципалитет влаçĕ çителĕксĕр тимлĕх уйăрнипе, рынок инфратытăмĕ вăйсăр аталаннипе, инве-стици сахал хывнипе, специалистсем çитменнипе çыхăннă. Пĕчĕк лаптăксенче тата ĕлĕкхи мес-летпе ĕçлени тăкак кÿрет çеç. Пысăк кÿлĕсен те хăй хаклăхĕ пысăк. Курттăммăн туянса вырăнта ваккăн сутакан посредниксем те хăпартаççĕ хака. Бассейна мĕнле материалтан хатĕрлени те пĕлтерĕшлĕ. Металпа е пластмассăпа танлаштарсан полипропиленран туни чылай йÿнĕрех. Хĕл каçарнă чухне пулă лăкки чылай пĕтет. Туянас — хакĕ çыртать. Апла пулин те, пулă саппасне сыхласа хăварас тĕллевпе, «Главрыбвод» ФПБУ республикăри пайĕн сотрудникĕсем Атăла /Шу-пашкар тата Куйбышев шыв управĕсене/ çулленех çтерлĕк, сазан, шурă сарлака çамка лăккисене вун-вун пин штук яраççĕ.

Кăçалхи тĕллев — 200 тонна

Пулă хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Куславкка районĕнчи Елчĕк ялĕн çывăхĕнче вырнаçнă Алексей Афанасьев хресчен-фермер хуçалăхне çитрĕм. Унăн историйĕ пуян.
Пулă ĕрчетекен «Карамышевский» совхоза 1982 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 10 çултан вăл «Нива» ЯХПК пулса тăнă. Пĕр вăхăт — Горький чукун çулĕн Хусан уйрăмĕн, тепĕр тапхăр РФ Пурлăх министерствин территори управленийĕн тытăмне кĕнĕ. 2014 çулта — «Карамышевское» тулли мар яваплă общество, тепĕр çулхинех ХФХ туса хунă. Юлашки çулсенче хуçалăха Юрий Афанасьев ертсе пынă. Тивĕçлĕ канăва кайсан ывăлĕн аллине куçнă. Юрий Иванович ăна пулăшсах тăрать. Шупашкартан /иккĕшĕ те тĕп хулара пурăнаççĕ/ хуçалăха килсех тăрать. Эпĕ пынă чухне нихăшĕ те вырăнта çукчĕ. Алексей Юрьевич хăйĕн вырăнне заместительне Владимир Григорьева шанса хăварнă. Владимир Валерьевич ĕçе йĕркелесе тăнăран кулленех кунта.
— Совхоз чухне патшалăх пулăшса тăнăран лайăхрах ĕçленĕ, — иртнĕ кунсене аса илчĕ В.Григорьев. — Çуллен 400-шар тонна пулă çитĕнтерме вăй çитернĕ, плана тултарнă. Ĕмĕрсен чиккинче эпир те пысăк йывăрлăх тÿсрĕмĕр. Эпир электроэнергисĕр пурăнаймастпăр, вăл вара питĕ хакланчĕ. Рабочисем ĕç укçи чакнăран кайса пĕтрĕç. Афанасьевсем аукционра çĕнтернĕ хыççăн тин сывлăш çавăрса ятăмăр. Йывăр лав, тăвалла пулсан та, вырăнтан хускалчĕ. Кунта технологи хăйне евĕр. Кÿлĕсем ăшăх, вăйлă шăнаççĕ. Кислород çитменрен пулăсем вилеççĕ. Апла ан пултăр тесе кĕркунне шывне уçса яратпăр. Пулăсене вăхăтлăха кислород вăйлă парса тата тăрă шыв пырса тăракан пысăк ваннăйсене куçаратпăр. Хĕлĕпех сутатпăр. 4 кÿлĕ пирĕн. Иккĕшĕ — 100-шер гектар, тепĕр иккĕшĕ 10-шар гектар йышăнаççĕ. 50-100 грама çитнĕ лăкăсене хĕл каçармалли тарăн кÿлĕсем те пур. Шыв бассейнĕ 246 гектар. Çуркунне Энĕш сарăлсан кÿлĕсене насуспа уçласа шыв тултаратпăр. Шутласа пăхăр, 1,5-2 метр тарăнăш пулсан та 246 га /2460000 тăваткал метр/ йышăнакан бассейна миçе пин кубла метр шыв кирлĕ? 3690-4920 пин кубла метр. Ăна уçлама мĕн чухлĕ электроэнерги кирлĕ? Мĕн чухлĕ тăкак. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.