Пулă ĕрчетес отрасль вăй илĕ-ши?

21 Чÿк, 2017

Раççейре апат-çимĕçре çуллен вăтамран 2,4 млн тонна пулăпа тата унран хатĕрленĕ продуктпа усă кураççĕ, вăл шутран 27-30% чикĕ леш енчен килет. РФ Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктрининче хамăрăнни 80 процентран кая мар пулмаллине палăртнă.

<...> Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, халăхăн 40% — эрнере, 30% уйăхра пĕр хут туянать. <...> Тинĕсрен инçетри вырăнта, çав шутра пирĕн республикăра та, пачах урăхла — чĕрри тата сивĕтни шăнтнинчен 7-8 хут сахалрах килет. Халăх вара тинтерех тытнине кăмăллать, вăл усăллăрах та. Юхан шывра, пĕвере е кÿлĕре çитĕнекен пулăсен калăпăшĕнче карп тата ÿсен-тăранпа тăранса пурăнаканнисем /шурă тата ула-чăла сарлака çамка, шурă амур/ тĕп вырăн йышăнаççĕ. <...> Вĕсенче белок нумай, юн пусăмне, холестерин шайне чакараççĕ. Шел, çакăн çинчен чылайăшĕ пĕлмест.

Пулă ĕрчетесси çителĕксĕр аталаннăран вăл суту-илĕве сахал тухать. Çавăнпа хакĕ те ĕнсене самаях хыçтарать. <...> Отрасле çине тăрса уралантарас тĕллевпе РФ Правительстви сутлăх пулă ĕрчетессине 2014-2020 çулсенче аталантарма ятарлă программа йышăннă. Ăна тĕнче практикине, ăслăлăх çитĕнĕвĕсемпе малта пыракан опыта тĕпе хурса пурнăçлама палăртнă.

Çĕршывра иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси, вăл шутра пулă туса илесси те /1989-1996 çулсенче 4 хут/, вăйлах чакнă. РФ Правительстви, Ял хуçалăх министерстви пуçаруллă йышăнусем тунăран лару-тăру йĕркеленнĕ, 1999 çул хыççăн кăтарту майĕпен хăпарма тытăннă. <...> Çав вăхăтрах патшалăх тата муниципалитет влаçĕ çителĕксĕр тимлĕх уйăрни, рынок инфратытăмĕ вăйсăр аталанни, инвестици сахал хывни, ытти те — çаксем йăлтах аталану хăвăртлăхне пÿлсе тăнă.

Программăпа килĕшÿллĕн çĕршывра 2020 çул тĕлне 315 пин тонна сутлăх пулă туса илмелле /2013 ç. — 155,3 пин т./. <...> 2013 çулта вăл кашни гектар йышăнакан шыв çийĕпе шутласан вăтамран пĕр тоннăпа танлашнă, 2020 çулта кăтарту 1,5 тоннăна çитмелле. 2020 çул тĕлне отрасле 6 пин уйрăм тата пĕчĕк фермер хуçалăхĕсем хутшăнас, 25 пин гектар йышăнакан пĕвере е кÿлĕре 30 пин тонна паха пулă çитĕнтерсе сутас шанчăк пур. 5 пин çын ĕç вырăнĕллĕ пулĕ.

Республикăра юлашки 10 çулта, тĕпрен илсен, пĕчĕк тата вăтам предприятисем пулă ĕрчетсе сутас çул çине тăнă. Мĕн пур калăпăшăн виççĕ тăваттăмĕш пайне Пăрачкав районĕнче ятарласа йĕркеленĕ «Киря» хуçалăх туса илет. 1644 гектар шыв çийĕллĕ 192 обьект пулă çитĕнтерме юрăхлă пулин те хальлĕхе 99 кÿлĕ-пĕвере çеç /980 га/ ăна ĕрчетеççĕ. Пĕве фончĕ 827,4 гектар /29 пĕве/ йышăнать, çав шутран 135 гектарĕпе кăна усă кураççĕ. Улатăр, Вăрнар, Канаш, Куславкка, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенчи 9 организаци карп, ÿсен-тăранпа тăранса пурăнакан шурă амур, сарлака çамка, çĕке, осетр, белуга çитĕнтереççĕ. Бассейнсенче, хупă тата сеткăпа уйăрнă шыв управĕсенче, ТЭЦ-2 энергетика обьекчĕсенче /2 пин тăваткал метр/ ăшă шывра пурăнаканнисене ÿстереççĕ. Çапла майпа 2010 çулта çĕкепе осетр йышшисене 9 пин тонна туса илнĕ. <...> 

Лавккана, пасара пĕве-кÿлĕ пуянлăхĕ ытларах пымалла пек ĕнтĕ, анчах рынок инфратытăмĕ япăх аталанни, чĕрĕ пулă тăрăмне тишкерсе тăманни чăрмав кÿрет. Производствăн тĕп пурлăхĕсем те усă курма юрăхсăра тухаççĕ — улăштарма тахçанах вăхăт çитнĕ. <...> Тулли верси...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.