Пухмач пуянланать

20 Нарăс, 2014

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче вун саккăрмĕш хут вăй илнĕ «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон пухмачĕ кунсерен пуянланса пырать. Сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен пултаруллă çамрăксене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшмашкăн, сусăр ачасене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене сиплемешкĕн Чăваш Енĕн ăш пиллĕ çыннисем - граждансем, ĕç коллективĕсем, общество организацийĕсем - çак уйăхăн 17-мĕшĕ тĕлне 403922,36 тенкĕ хывнă.

Ку енĕпе уйрăмах Вăрнарсем /70505 тенкĕ/, Шупашкарсем /106008/ тата Елчĕксем /148150/ пуçаруллă пулнине палăртмалла. Хĕрлĕ Чутайсен /12370/, Красноармейскисен /12000/, Канашсен /11530/, Шăмăршăсен /10804/ тÿпи те курăмлă.

Елчĕк районĕнчи «Марс», «Сатурн», Ленин ячĕллĕ ЯХПКсем, «Эметтево», «Победа», «Клевер», «Яманчурино» ОООсем 3-шер пин тенкĕ куçарнă, БТИ, «Прогресс» АХО, Яманчÿрел сельхозхимийĕ - 5-шер пин, «Рассвет» ЯХПК - 3,7.

Граждансем те марафона хастар хутшăнаççĕ: Елчĕкри Н.Орлова - 850, Л.Зайцева - 830, И.Аникина, Кĕçĕн Таяпари В.Васильев, Аслă Елчĕкри С.Прокопьев 1000-шер тенкĕ хывнă...

Шупашкар хулин Мускав районĕнчи предприяти-организаципе уйрăм çынсем те сăваплă юхăмран юлмаççĕ, йывăр шăпаллисене хăйсен ырăлăхĕпе савăнтарма васкаççĕ. Тĕслĕхрен: социаллă пулăшу пайĕн ĕçченĕсем марафон пухмачне 3050 тенкĕлĕх пуянлатрĕç, ача-пăча библиотекисен централизациленĕ тытăмĕн хастарĕсем 7750 тенкĕлĕх пулăшупа тивĕçтерчĕç. «Солнышко» садик коллективĕ вара 3100 тенкĕ уйăрнă.

Ача-пăча фончĕн марафонне çынсем кĕмĕлпе кăна мар, япалапа та пуянлатаççĕ. Шупашкарти тĕп пасарта сутă тăвакан предпринимательсем, сăмахран, 50 пин тенкĕлĕх кĕпе-тум, «Вăрман юмахĕ» санатори сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсен, тăлăхсен тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисен канăвне йĕркелемешкĕн 55 пин тенкĕлĕх путевка уйăрнă.

Республикăри пукане театрĕн пултарулăх ушкăнĕн тÿпи те сумлă: нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче вăл çамрăк куракансене - тăнăçсăр çемьере çитĕнекенсене - «Кĕл пике» спектакль парнелерĕ. «Ырăлăх хăвачĕ» ятпа иртнĕ мероприятие артистсем «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона халалланă. Билет хакне саплаштаракансем - ăнăçлă ĕçлекен хастарсем - республикăри хĕрарăмсен канашĕн район-хулари маттурĕсем. Пухăннă укçа-тенкĕ обществăн асăннă организацийĕн фондне хывăннă. Унăн председателĕ Лариса Игнатьева пĕлтернĕ тăрăх - кÿмесемпе çÿрекен ачасене çав нухратпа юрăхлă хутлăх туса пама - пукане театрĕнче пандуссем тата çĕклекен хатĕрсем вырнаçтарма - палăртаççĕ. Çапла майпа вĕсем кунти тĕрлĕ мероприятие тăтăшах килсе курма май тупĕç.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» акцие кашниех хăйĕн тÿпине хывма пултарать. Çапла тумашкăн «Раççей ача-пăча фончĕн» регион уйрăмне /Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт/ пымалла е /8352/ 62-89-42 телефонпа шăнкăравламалла.

Марафон шучĕпе укçана общество организацийĕн счечĕ çине куçарма юрать. Кăçал унăн пухмачне СМС ярса пуянлатма пулать. Ырă тума васкăр. Пирĕн тивĕç - хÿтлĕхсĕр ачасен шăпине çăмăллатма хутшăнасси, вĕсене хамăрăн тимлĕхе туйса илмешкĕн май туса парасси. Ют ачасем çук, вĕсем пурте пирĕн. Апла тăк эпир вĕсен пуласлăхĕшĕн яваплă.

Хаклă вулаканăмăрсем, эсир те сăваплă юхăма пуçаруллă хутшăнасса шанса «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕн реквизичĕсене аса илтеретпĕр:

ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»

ИНН 2128005408/КПП 213001001

Р/с 40703810075220160067 в Чувашском ОСБ / 8613 г.Чебоксары

БИК 049706609, кор/с 30101810300000000609


Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.