Пуçлăхсем кире пуканĕ ывăтрĕç, утă çулчĕç...

27 Çĕртме, 2016

Чăваш Енри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсене пăхăнса ĕçлекенсем хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе паллаштарма тăххăрмĕш хут пĕрле пухăнчĕç. Кăçал — Куславкка районĕнчи Кармал ял çывăхĕнчи лапама.

Йăлана кĕнĕ уяв çулленех çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен, Акатуйсем иртсен тата Республика кунне палăртнă хыççăнах иртет. Вăл кăçал çĕртме уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăна уçнă май çапла каларĕ:

— Пурнăç йĕркине вăхăтран вăхăт улăштармалла. Тухса çÿресе пурнăç пахалăхне, культура шайне ÿстермелле. Йышпа ĕçлеме вĕренмелле. Чылай енпе пирĕн кăтартусем аван, вĕсене пула Раççейри чи лайăх регионсен йышне кĕретпĕр. Эпир — пĕр командăра, пирĕн çитĕнÿ — пĕрлĕхре.

Пермь крайĕн Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн председателĕ — Пермь районĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов çак сăмахсемпе килĕшнине пĕлтерчĕ. Александр Павловича 4-мĕш тапхăра хăварнă, халăх шанакан тивĕçе вăл 17-мĕш çул пурнăçлать.

— Сирĕн команда чăнласах питĕ вăйлă. Эсир Раççейре тĕслĕх кăтартакан регионсен йышĕнче, — терĕ вăл Чăваш Ен пирки.

ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правлени председателĕ, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов палăртнă тăрăх — çак тĕлпулу туслăхпа спорт тата пĕрлĕх уявĕ. Çитĕнÿ çăлкуçне çавăнта шырамалла.

Пуçлăх тивĕçĕ — халăха хăй хыççăн ертсе пырасси, çынсем ăна итлеччĕр, кашни сăмахне ĕненччĕр тесен унăн сăмахĕ яланах тĕрĕс те витĕмлĕ пулмалла. Спортра, юрă-ташăра хăйне кăтартакан, шÿтлеме ăста пуçлăха халăх яланах хисеплет.

Шăматкун каç пулттипе чылай ăмăрту вĕçленнĕччĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем кире пуканне хапха урлă ывăтассипе, хулпуççи çине 50 килограмлă михĕ хурса кукленессипе тата çур тонна тиенĕ лава сĕтĕрессипе тупăшнă.

"Пăхаттир пуçлăх" ăмăртура Сергей Мульдияров /Шупашкар районĕ, Кăшавăш ял тăрăхĕ/ çĕнтерчĕ. 2-3-мĕш вырăнсене Анатолий Семенов /Тăвай районĕ, Йăнтăрччă ял тăрăхĕ/ тата Андрей Васильев /Вăрнар районĕ, Мăн Явăш ял тăрăхĕ/ йышăнчĕç.

Хутăш эстафетăра малти вырăнсенче: Шупашкар, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри районĕсен командисем.

Пуçлăхсемпе вĕсене пăхăнса ĕçлекенсем волейболла, мини-футболла вылярĕç. "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр!" комплекс нормативне пурнăçлама хастар хутшăнчĕç. Çав вăхăтра район-хула администраци пуçлăхĕсем утă çулассипе ăмăртрĕç. Йышлăн пулнăран вĕсене темиçе ушкăна пайларĕç. Мана Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин тата Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов хутшăнакан ушкăнсем утă епле çулнине сăнама тÿр килчĕ. Хăйсен ушкăнĕнче иккĕшĕ те мала тухрĕç. В.Кузьмин хăвăрт ĕçлет, В.Софронов /пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕ/ чăн-чăн хресчен пек курăка çавапа сарлака илет. Шел, лаптăка таса çулманран штраф балĕсем илчĕ. Владимир Кузьмин виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

 В.ВАЛЕНТИНОВ