Пуçлăха тинтерех суйланнисем Патăрьелсенчен вĕренеççĕ

23 Пуш, 2017

Ял-хула тăрăхĕсен çĕнĕ пуçлăхĕсем Патăрьел районĕнчен ĕçлеме вĕренесшĕн. Асăннă муниципалитета вĕсем семинар-канашлăва паян пухăннă.

Тинтерех ĕçе кÿлĕннисене теприсен опычĕпе паллаштарасси Чăваш Еншĕн çĕнĕлĕх мар. Вырăна тухса унччен те канашлусем йĕркеленĕ. Хальхинче Патăрьел районĕнчи Ыхраçырминче пулнă. Ял тăрăхĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес аван аталанать, унти фермерсем ура çинче çирĕп тăраççĕ. Вĕсенчен пĕрин, Решит Санзяповăн, опычĕпе те паллаштарнă. Фермерпа ял тăрăхĕ пĕр шухăшлă ĕçленине кура ял та аталанать, ялта пурăнакансем те общество пурнăçĕнче хастар.

Семинар-канашлăва ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Шалти политика управленийĕн пай пуçлăхĕ Игорь Николаев, Чăваш Енри Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Комментари хушас