Пучинке çăкăрĕ мĕншĕн тутлă?

19 Çурла, 2014

Историе «Камай уйĕ» ятпа кĕрсе юлнă улăхран пăрăнса Пучинке сăрчĕпе тăвалла кăшт утрăмăр кăна - пирĕн ума куç ытамне кĕрейми тем тăршшĕ пусă тухса выртрĕ. Кăçал кунта «Красный партизан» колхоз ĕçченĕсем çурхи тулă çитĕнтернĕ-мĕн. Тухăçĕ чуна савăнтарать: тырă пиçнĕ вăхăтра ку тăрăхра çумăр пулман, çапах та кашни гектартан вăтамран 30 центнер ытла тухать. Эпир пынă чухне хирте 3 комбайн ĕçлетчĕ: 2 «Дон-1500» тата «Палессе-12». Хуçалăх ертÿçи Николай Иванов каланă тăрăх - 3 агрегата та лизингпа туяннă. Вĕсемшĕн татăлса пĕтнĕпе пĕрех. «Техника паркне çĕнетнĕ хыççăн айккинчен килсе пулăшасса кĕтме пăрахрăмăр, - тет Николай Михайлович. - Пĕлетĕр-и, çĕнĕ 3 комбайн кивелнĕ 10 «Нивăна» çăмăллăнах улăштарать. Вĕсен тухăçлăхĕ те пысăк. Пирĕн вырмаçăсем - Владислав Васильевпа Федор Шибаев тата Андрей Потапов - районти тупăшура малти вырăнсене тытса пыраççĕ. Ĕççие тухнăранпах вĕсемпе танлашакансем çук».

Пучинкесем хăйсем патĕнче вырма вĕçленĕ хыççăн кашни çулах ытти хуçалăха пулăшма каяççĕ. Пытарма кирлĕ мар: паянхи куна çитсе Йĕпреç тăрăхĕнчи «Рассвет» АУО кăна çавăн пек хăватлă техника пуррипе мухтанма пултарать. Шăпах çак икĕ предприяти механизаторĕсен хушшинче çивĕчленет те ăмăрту хĕрÿлĕхĕ. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн кашни хутĕнчех колхоз хастарĕсен кăтартăвĕсем пысăкрах пулни паллă.

«Красный партизанра» кĕрхи культурăсене тахçанах пуçтарса илнĕ. Çуртри пуссенчи ĕç шавĕ те вăй илсех пырать. «Хир - йĕтем - ампар» конвейер тикĕссĕн шăвать. Уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмпе тенĕ пекех механизмсен вăйĕпе пурнăçлаççĕ. Йĕтемре, хăш-пĕр çĕрти пек, кăшăлсенче тырă выртнине кураймăн. Зоя Петрова оператор çак кунсенче канăçне çухатсах тăрăшать: вăл комбайнсем патĕнчен килекен мĕн пур вăрлăха КЗС витĕр типĕтсе кăларать.

Кăçалхи тухăçшăн вăй-хал хурса ĕçленĕ хушăрах Пучинкесем çитес çулхи тыр-пул никĕсне те хываççĕ. Кĕр тыррисем 350 гектартан кая мар акса хăварма планланă. Куçакан фонд вăрлăхĕпе усă кураççĕ, çавăн пекех çĕнĕ сортсене те çул параççĕ. Хуçалăх республикăра вăрлăх туса илекен «Санары» агрофирмăпа тачă çыхăну тытать.

Пĕрремĕш Сăпас кунĕнче кунта районта чи малтан кĕрхи ыраш акма тухнă. Çак ĕçе Анатолий Николаев механизатора шаннă, лешĕ вара хăйне пулăшма ытти çул та акара тăрăшулăх кăтартнă Геннадий Семеновпа Анатолий Захаров ĕçченчене чĕннĕ. Иккĕшĕ те виçĕм çул кăна туяннă кăткăс сеялка вăрлăха тăпрана мĕнлерех варăнтарнине куç илмесĕр сăнаççĕ. Агрегат хыççăн шăйрăксем юлмаççĕ, хир талккăшĕпех çип çапнă пек тÿрĕ те тикĕс йĕрсем тăсăлса выртаççĕ.

«Хĕл хырăмĕ пысăк» тенине асра тытса районти чи пысăк колхозра выльăхсен хĕллехи рационне тĕрлĕ йышши апатпа пуянлатассишĕн те çине тăрсах ĕçлеççĕ. Утă пĕлтĕрхинчен чылай ытларах хатĕрленĕ, ăна яваплă çынна упрама шанса панă. Силоспа сенаж та çителĕклĕ чухлех пулать. Паянхи кун тĕлне кашни выльăх пуçне хывса хăварнă апат 24 центнерпа /апат единици çине куçарсан/ танлашать.

Хуçалăхăн куккурус уйне те çитсе куртăмăр. Вăл 70 гектар çинче. «Уй-хир пики» питĕ тухăçлă çитĕнет, малтанлăха шутласа палăртнă тăрăх кашни гектартан 800-900 центнертан кая мар тухма кирлĕ. Пучинкесем улăма та шута илсе пыраççĕ. Ăна тĕркемсем тунă хыççăн ферма çывăхне турттараççĕ. «Эпир улăма тутлăлантарса, концентратсемпе пуянлатса тата ытти апат хушса пăспа çемĕçтерме вĕренсе çитрĕмĕр, - палăртать Николай Иванов. - Пĕр килограмм апат та усăсăр тăккаланмасть пирĕн. Типтерлĕхпе перекетлĕх яланах тĕп вырăнта».

Тата мĕн асăрхарăмăр-ха Пучинке тăрăхĕнче? Ытти çĕрте механизаторсен кадрĕсем çитменни пирки ÿпкелешсе калаçнине илтетĕн. Кунта ку енĕпе те пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Юлашки 2-3 çулта кăна техника паркне çамрăксем килнĕ. Вĕсенчен пĕри - Дария Александрова. Канаш районĕнчи Анат Вăрманялта çуралса ÿснĕ хĕр Пучинкене качча киличчен механизатор профессине алла илнĕ те халĕ хăйне шанса панă «Беларуç» тракторпа çĕртме сухи тăвать. Мăшăрĕ Константин Александров - колхозăн тĕп агрономĕ. Çамрăк кинĕн ĕçĕ-хĕлĕпе ял-йыш кăмăллă.

Хĕвел кăнтăрла тĕлнелле вăйлăрах пĕçертме пуçларĕ. Колхоз столовăйĕн поварĕсем вырмаçăсем патне апат илсе килчĕç. Пурте пĕве хĕррине апатланма пуçтарăнчĕç. Колхоз ертÿçи Николай Иванов та вĕсемпе пĕрлех. Вăл Пучинке пекарнинче кăçалхи тырă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăра чĕллĕн-чĕллĕн касса турилкке çине хучĕ. «Пучинке çăкăрĕ пек тутли тек ăçта пур, - кăмăллăн сăмахларĕ ертÿçĕ. - Ăна туянма кÿршĕ ялсенчен те килеççĕ. Пĕлетĕр-и вăл мĕншĕн тутлине? Ара, çав çăкăра хамăр алăпа туса илетпĕр-çке. Унра çĕр çыннин тăварлă тарĕпе пĕрлех ирсерен чашлаттарса çунă лăпкă çумăр сипечĕ те таччăн пĕрлешнĕ. Çавăнпа тутлă та вăл - пирĕн çăкăр, Пучинке çăкăрĕ!..»

Николай Ивановăн чун-чĕререн тухнă сăмахĕсене кăнтăр çилĕ «Камай уйĕ» еннелле сапаларĕ.

Геннадий КУЗНЕЦОВ.

Йĕпреç районĕ.

Анатолий ФИЛИППОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: