Промышленноç вăй илет-ха, анчах - ерипен çеç
17 Ноября, 2015

«Красногорск стрелокĕ» налук парăмĕсене каçармасть

Республика Пуçлăхĕ отпуска кайнине кура тунти кунсерен ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттерекен канашлăва ку хутĕнче Иван Моторин ертсе пыни вырăнлă та пулчĕ пек: кун йĕркинчи промышленноç, çул-йĕр ыйтăвĕсем - шăпах вăл тÿрремĕнех яваплă темăсем.

Промышленноçăн кăçалхи 10 уйăхри ĕçне экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕтĕмлетрĕ. Вăл палăртнă тăрăх - промышленноç каялла чакса пырасси вĕçленнĕ, паян кăтартусем ÿссе пыраççĕ. Çапах пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан пĕтĕмĕшле индекс 95,2: шайĕнче çеç. Ÿсет-ха, апла пулин те промышленноç çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх та пĕлтĕрхи шая çитеймĕ - 98: шайĕнче пулать-тĕр.

Отрасльсене илес-тĕк - хими про­мышленноçĕ аван ĕçлет. Кунта чи малтанах «Химпром» тÿпи курăмлă - çĕнĕ инвестици проекчĕсем производствăна хăват параççĕ. Унти глифосат производстви пирки калас-тăк - чăннипех питĕ пысăк çак проект пуласлăхĕ те уçăмлансах пырать. Министр çулталăк вĕçĕччен ăна пуçармалли çăмăллăхлă кредит ыйтăвĕ татăласса шаннине палăртрĕ.

Çăмăл промышленноç ĕçĕпе те мă­наçланма пулать.

Çапах машинăсемпе оборудовани туса кăларакан отраслĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕпе мăнаçланаймăн - пĕлтĕрхи шайăн 70: чухлĕ кăна. Кунта, паллах, «Промтрактор», «Промтрактор-Вакун» такăнни ура хурать. Иван Моторин концерн предприятийĕсенчи лару-тăрупа пайăррăн кăсăкланнă май министр пытармарĕ: «Трактор завочĕсем» концерн тытăмĕнче кăçал курăмлă ырă улшăнусем пуласса шанни вырăнсăр. Çĕнĕрен кредит илес ыйту çитес çулăн пĕрремĕш кварталĕнче татăлать-тĕр».

Çăмăл марри республикăра кăçал предприятисем чылай çынна ĕçрен хăтарни те çирĕплетет - 1757 çынпа сывпуллашма тивнĕ. Пĕр пайне урăх ĕçсене вырнаçтарнă-ха, анчах пурне те ĕçпе тивĕçтерме май килмен. 1-мĕш типографире те 86 çынна ĕçрен янă, ВТК ĕçлекен шутне чакарнă...

Çул-йĕр хуçалăхĕ хĕле мĕнле хатĕрленни çинчен транспорт министрĕ Владимир Доброхотов каласа пачĕ. Унăн сăмахĕ «пĕтĕмĕшле лару-тăру йĕркеллĕ» тенĕн илтĕнчĕ пулас та - шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев хирĕçлерĕ: «Чăвашавтодор» çулсем пăрланасран сыхланмалли хутăшсене кирлин 30: чухлĕ кăна хатĕрленĕ. Ĕç-пуç питĕ çивĕч. Хĕлле мĕн курăпăр?»

Владимир Доброхотов çав реагентсене тивĕçтерекенсемпе тĕлпулусем ирттерни çинчен пĕлтерчĕ. Анчах капла калани Иван Моторина тивĕçтермерĕ: «Чăвашавтодор» кăçал çулсем, кĕперсем тумалли, юсамалли саккассене пурнăçлаймарĕ. Эпир ăна ахаль те çулталăк тăршшĕпе пулăшатпăр. Халь эсир ăна хĕлле çулсене пăхса тăма шанатăр. Урăх предприятие шанмалла мар-и? Пирвайхи хут юр çунă хыççăнах кăткăслăх сиксе тухмĕ-и?» Министр çак ĕç икĕ уйăх тăсăлассине кура предприятие хĕл варринче улăштарни вырăнсăррине палăртрĕ те - премьер татăклăн каларĕ: «Хÿтĕлетĕр-тĕк - эппин, яваплăх сирĕн çинче пулĕ».

Шупашкарти индустри паркĕн 2-мĕш черечĕн инженери инфратытăмĕн строительствипе те Владимир Аврелькинах паллаштарчĕ. Татса памалли нумай ыйту тухса тăрать. 23 гектар йышăнакан лаптăка кĕрсе çÿремелли çул тĕлĕшпех ыйтусем çуралнă. «Промтрактор» территорийĕпе чикĕленет те - «трактористсемпе» калаçса татăлма тивнĕ. Çĕре чавнă май унта иртекен газопровод чăрмав кăларса тăратнă. Тата - канализаци пăрăхĕсем, вĕсене малтан нихăш карттă çинче те палăртман иккен. Апла пулин те хатĕрленÿ ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ, çак территорие 14 резидент вырнаçмалла, 9-шĕ паянах паллă ĕнтĕ.

Пĕтĕм тĕнчери М.Д.Михайлов ячĕллĕ опера фестивальне /вăл чÿк уйăхĕн 20-29-мĕшĕсенче иртмелле/ мĕнле хатĕрленнине пăхса тухнă хыççăн канашлу вĕçленмеллеччĕ, анчах «кавир çине» чĕннĕ çынсем пур иккен - зала вĕсене йыхравларĕç. Эрне каяллахи канашлура та налук тÿлес енĕпе парăмлă предприятисен пуçлăхĕсене итленĕччĕ, ку хутĕнче те темиçе директора ура çине тăратрĕç. Çулталăк вĕçленсе пынă май хыснара укçа çителĕксĕрри куçкĕрет - çавăнпа яваплăха туйманнисене тустараççĕ ĕнтĕ.

Хăшĕсене ятлама та аптăрамалла. «Трио» АУО ертÿçи Юрий Романов /те канашлăва чупса килнĕ, те ытла та пăлханать - пичĕ тăрăх юхакан тар тумламĕсене ал тутрипе çине-çинех шăлса типĕтет. Ку хумханнипех çыхăннă пуль - çапла республика ертÿçисен шайĕнче ятлаччăр-ха, хумханмасăр!/ сăмахран, ЗЭИМ хăй ертсе пыракан предприяти умĕнче 8 млн тенкĕ парăма кĕни çинчен евитлерĕ: «Вĕсем тÿлесенех налуксене татăттăмăр...» Иван Моторин парăма татмалли пирки асăрхаттарсан çаплах каларĕ: «Мĕнех, кунтан тухсанах ЗЭИМ ертÿçи патне тепре кайăп...»

Тепĕр чух вара таçти инçетри пăтăрмах ахрăмĕ те Чăваш Ене пырса çапать иккен. Мускав облаçĕнчи Красногорскра строительство компанийĕсен директорĕ хулан вице-мэрне, унсăр пуçне тата 3 çынна персе вĕлерни пирки пысăк шăв-шав пулчĕ вĕт - çавăн пирки сăмах. Чăваш Енри каркас тытăмĕсен проект институчĕ Красногорск валли проектсем тунă. Асăннă пăтăрмах хыççăн вара унти строительсен тÿлев шучĕсене Следстви комитечĕ арестленĕ-мĕн, вĕсем халь пирĕн архитекторсене проектсемшĕн тÿлеймеççĕ, çавăнпах институт та налуксем тĕлĕшпе парăма кĕрсе ÿкнĕ - ним тума аптăрамалла. Анчах, ФНС управленийĕн ертÿçи Марина Петрова палăртнă тăрăх, институт парăмĕсем маларахах капланнă, вĕсене татмашкăн пуçлăхсемпе авăн уйăхĕнчех график çирĕплетнĕ - ун чух «Красногорск стрелокĕ» пирки тĕлленмен те.

«Текстильмаш» ООО ертÿçи предприяти парăмĕсене ыттисем тÿлеменнипе сăлтавлама тăрăшнине те йышăнмарĕç. «Куснар» агрофирма ертÿçин вара налукçăсен 1,65 млн тенкĕлĕх парăмпа çыхăннă ÿпкевĕ тĕлĕшпе питĕ лайăх хурав пулчĕ: «Эпир ку виçене иртнĕ эрне вĕçĕнче тÿлесе татрăмăр». Ыттисен те çаплах пуласчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Николай КОНОВАЛОВ