Промышленноç та, ял хуçалăхĕ те ÿсĕмлĕ. Хаксемпе парăмсем те…

Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева палăртнă тăрăх, мĕн пур çул-йĕрпе ÿсĕмлĕ туртăмсем палăраççĕ. Промышленноç производствин индексĕ пĕлтĕр 101,2% танлашнă. Машиностроени кăтартăвĕсем уйрăмах сумлă — ÿсĕм 22% çитнĕ. Кунта, паллах, «Трактор завочĕсем» концернăн республикăри предприятийĕсем тинех производствăна ÿстерме пуçланин витĕмĕ пысăк.

Ял хуçалăх производстви те хушăннă — 101,7%. Шел те, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви малтан палăртнă шая çитеймен — 597,5 пин тăваткал метр хута янă, ку виçĕм çулхи кăтартупа танлаштарсан 97,6% пулать. Çакă тĕп хулара нумай хутлă пурăнмалли пĕр çурта хатĕррисен шутне кĕртейменнипе сăлтавланнине кура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар администрацийĕн пуçлăхне ÿпкелерĕ-ха, çапах хăех палăртрĕ: паян строительство енĕпе чăрмавсем çук — çуртсене ытларах та хута яма пулать.

Ыйтăвĕ — хваттерсене сутасси. Туянаймаççĕ-тĕк — мĕн усси? Çавна май çынсене пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн пулăшма тăрăшмалла, ку енĕпе условисем йĕркелемелле. Ахальтен мар ĕнтĕ Мускавра ипотека йышши мезханизма регионсен бюджечĕсен шучĕпе те тĕревлес пуçарăва тишкереççĕ.

Регион ертÿçи ĕç укçипе çыхăннă парăмсен темипе пайăррăн кăсăкланчĕ. Вăл 103 миллион тенке çитнĕ — питĕ пысăк. Сăмах май, республикăра бюджет ĕçченĕсен умĕнче шалу тĕлĕшпе парăм çук. Ĕçсĕрлĕх кăтартăвĕ пысăк мар, апла пулин те панкрута тухнă Чăвашавтотрансра ĕçленĕ 471 çын халь те ĕçсĕр пулни тавра уйрăм калаçу пулчĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, çав çынсем хăй вăхăтĕнче хулари маршрутсем çине тухнă автобуссемпе ĕçлеме килĕшмен — темле провокаторсем хĕтĕртнипе çапла тунă. Çавăнпа кунта водительсене Волгоградран, Санкт-Петербургран илсе килме тивнĕ. Михаил Игнатьев Транспорт министерствине ĕçсĕр водительсен темине вăраха ямасăр татса памалли пирки асăрхаттарчĕ.

Кăмăлăсăр тепĕр ыйту — хаксем. Апат-çимĕç хакĕсем юлашки вăхăтра ÿсме пăрахнине ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Рябинина çирĕплетрĕ-ха, анчах çивĕчлĕх пуррине те йышăнмаллах. Тепĕр енчен, Михаил Игнатьев хăш-пĕр çимĕç хакĕсем пысăкланассине вăйпа чарса тăма май çуккине те палăртрĕ. Калăпăр, çăкăр хакĕ. Ăна пĕçерекенсем паян тупăшсăр ĕçлеççĕ-мĕн, апла тăк ку енĕпе те улшăну пулма пултарать.

Регион ертÿçи çавăн пекех газшăн тÿлемелли парăм тавра та сăмах пуçарчĕ. Вăл çак парăм Чăваш Енĕн Атăл леш енчи поселокĕсене газ илсе çитерессине тÿрреммĕнех витĕм кÿнине пытармарĕ. Апла тăк парăм ыйтăвне татса парасси пирки манма юрамасть. Çийĕнчен вăл хăшĕсем Чечня тĕслĕхĕпе /унта суд газпа çыхăннă нумай миллиард тенкĕлĕх парăмсене каçармалли йышăну тунă/ йывăрлăхран тухма сĕннине те ырламарĕ.

Канашлура çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе çыхăннă ĕçсене хакларĕç. Канашлу кĕркуннехи призыв тапхăрне пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас