Професси патне - çичĕ утăм

2 Нарăс, 2016

Кăçал, Ĕç çыннин çулталăкĕнче, Чăваш Енри организацисемпе предприятисем, Чăваш Республики хальхи экономика условийĕсенче çирĕп аталантăр, пирĕн обществăра ĕçе тата ĕç çыннине тивĕçлипе хаклаччăр тесе тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă.

Йĕпреçри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта Ĕç çыннин çулталăкне халалланă мероприятисем пуçланнă та ĕнтĕ. Çак кунсенче «Одуванчик» клубра «Пур професси те лайăх, пур професси те хаклă. Тăван çĕршыва кирлĕ пулассине пĕлетпĕр эпир!» «çавра сĕтел» иртнĕ. Малтанах «Кам пулмалла? Пулас професси патне - çичĕ утăм» фильм пăхнă. Унтан Йĕпреç районĕнчи ĕç династийĕсемпе паллаштаракан электрон презентацине хак панă. «Çавра сĕтел» хушшинче çамрăксем паян ĕç рынокĕнче ыйтакан профессисене, вĕсен пĕлтерĕшĕпе кирлĕлĕхне сÿтсе явнă. Асăннă клуб черетлĕ тĕлпулăва ĕçпе тыл ветеранĕсене халаллашăн.

Пысăк Упакассинчи библиотекăра ĕçлекенсем вара асăннă тăрăхра тĕрлĕ çулта вăй хунă киномеханиксен ĕç-хĕлне çутатасшăн. Пысăк Упакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем Социализм Ĕçĕн Геройĕпе А.Шордеевпа, О.Терентьева артисткăпа мăнаçланаççĕ. Кульцав ялĕнче кăна 12 колхозник Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ.

Рубрика: