Проекта ырланă

4 Çурла, 2016

Владимир облаçĕнче çамрăксен Пĕтĕм Раççейри «Территория смыслов на Клязьме» вĕренÿ форумĕ иртет. Унта пирĕн республика яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ те хутшăнать. «IT облаçĕнчи çамрăк ăсчахсемпе преподавательсем» сменăра çеç И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн 9 студенчĕ пулнă.

Сменăрисем çак тытăмри паллă специалистсен лекцийĕсене итленĕ, культура мероприятийĕсене хутшăннă. Форумăн çĕнĕлĕхĕсенчен пĕри — кейс-хăнăхтарусем. Çĕнтерÿçĕсем çĕршыври паллă компанисенче стажировка тухĕç. Даниил Агнаишвили, Андрей Петкун, Иван Большаков студентсем грант илмешкĕн проект хÿтĕленĕ. Даниилăн проектне пурнăçа кĕртмешкĕн ырланă.

Рубрика: