Проект тÿлевсĕр тупра сĕнет

20 Чÿк, 2015

Раççейре 193 халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнать. Кашнин историйĕ хăйне евĕр пуян, культурипе йăли-йĕрки сĕм авалтан йĕркеленсе пынă.

Нумаях пулмасть паллă тунă Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ аслă çĕршывра тĕпленнĕ халăхсен пĕрлĕхĕ никам аркатайми çирĕп пулнине уçăмлăн кăтартрĕ. Уяв умĕн Федерацин национальноçсен ĕçĕсен агентствипе «MyBook» электрон вулавăш «Эксмо» издательствăпа Мускаври А.Гайдар ячĕллĕ тĕп библиотека пулăшнипе «Страницы России» проект йĕркеленĕ.

Проекта Раççей Федерацийĕнчи этнокультурăсен нумай енлĕхĕпе тĕплĕ паллаштаракан чи лайăх 100 кĕнеке кĕнĕ. Географи, этнографи, истори очеркĕсем, Раççейри халăхсен юмахĕсем, паллă çар пуçĕсемпе ăсчахсен биографийĕсем, туслăх тата пĕр-пĕрне пулăшасси çинчен калакан илемлĕ литература - çак пурлăхпа вулакансем «MyBook» сайтĕнче /russia.mybook.ru /http://russia.mybook.ru/ раштав уйăхĕн 30-мĕшĕччен тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ.

Рубрика: