Призыв планне туллин пурнăçланă

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура тишкернĕ тепĕр ыйту — кĕркуннехи призыв кăтартăвĕсем. Вĕсемпе юстици министрĕ Наталья Тимофеева паллаштарчĕ.

Пĕлтĕрхи юпа-раштав уйăхĕсенче Чăваш Ен 1321 çамрăка çара ăсатнă, призыв планне туллин пурнăçланă. Ентешсем Хĕç-пăшаллă вăйсене кăна мар, Росгвардие, ФСОна та /Президент полкне/ кайнă. Призывниксен пĕлÿ шайĕ ÿссе пырать-мĕн — çара ăсатнисен 235 аслă пĕлÿллĕ. Çара юрăхлăх кăтартăвĕ те 1,5% ÿснĕ. Çара каяссинчен саккуна пăсса пăрăнса юлакансен шучĕ вара чакнă.

Çакăнта, Михаил Игнатьев шучĕпе, юлашки çулсенче патриотизм туйăмĕ вăйланса пынин, çар службин ят-сумĕ ÿснин витĕмĕ пысăк. Призывсăр пуçне тата 8 пин ентешĕмĕр контракт йĕркипе çарта служба тивĕçĕсене пурнăçлать. 

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас