Приоритетлă проектсен аталанăвне пăхса тухнă

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕн тата приоритетлă проектсен канашĕн ларăвĕнче экономикăн тĕрлĕ сферинчи — çул-йĕр, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ тата ытти те — пăхса тухса çирĕплетрĕç. Канашлăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Çитес вăхăтра Шупашкар агломерацине кĕрекен транспорт инфратытăмĕ палăрмаллах улшăнса çĕнелĕ. Кун пирки ЧР транспорт министрĕ Владимир Иванов Раççей Федерацийĕн 2018 çулчченхи тата 2025 çулчченхи тапхăр валли йышăннă «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» стратеги аталанăвĕн проекчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ программа паспорчĕпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ. Проект виçĕ тапхăрпа пурнăçланать. Кăçал, сăмахран, 1 миллиард ытла тенкĕлĕх çул-йĕре юсаса çĕнетмелле. «Программăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче — хула çулĕсем çинче «пăкăсене» пĕтересси, аварисен шутне чакарасси», — терĕ министр.

Республика ертÿлĕхĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр тĕллевĕ вăл — хальхи вăхăтри стандартсемпе технологисене тĕпе хурса пысăк квалификациллĕ специалистсемпе рабочисене вĕрентсе хатĕрлесси. ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев каласа кăтартнă тăрăх, хальхи вăхăтра республикăра рабочи профессийĕсен, инженери тата техника специальноçĕсен ят-сумне ÿстерме пулăшакан тухăçлă уçлăх йĕркеленĕ. Инсталяци центрĕсем, Worldskills компетенцийĕсен центрĕсем аталанаççĕ.

Чăваш Енре хальхи вăхăтра пилĕк монохула — Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар. Вĕсен стратеги аталанăвĕн тата приоритетлă проекчĕсен паспорчĕсемпе хуласен админстрацийĕсен пуçлăхĕсем паллаштарчĕç. Сити-менеджерсем çак хуласен комплекслă аталанăвне тивĕçтерме май паракан тĕллевсен шутĕнче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессине, инвестици явăçтарассине, тĕп урамсене юсаса çĕнетессине, халăх йышлă канакан вырăнсене хăтлăх кĕртессине, хуласен сăн-сăпатне улăштарассине, поликлиникăсенче регистраци тытăмĕн ĕç-хĕлне лайăхлатассине, васкавлă медицина пулăшăвĕн службине автомобильсемпе тивĕçтерессине палăртрĕç.

www.hypar.ru

 

 

Ирина СЕРГЕЕВА.

Комментари хушас