Президента айăплаççĕ

13 Ака, 2015

Сăмах - Чăваш Республикинчи потребительсен общество учрежденийĕн президенчĕ пирки. Ун тĕлĕшпе Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пĕрремĕш пайĕ харăсах 23 уголовлă ĕç пуçарнă.

Пĕр хаçата панă «Потребительсене хÿтĕлесси - тÿлевсĕр» интервьюра çак хĕрарăм хăй ертсе пыракан «общество учрежденийĕнче ĕçлекенсемшĕн çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарни тĕп вырăнта» тенĕччĕ, «ку енĕпе эпир ăнăçлă ĕçлетпĕр» тесе каланăччĕ. Халь вара, авă, урăхларах ÿкерчĕк сăнланать: хÿтлĕх тÿлевсĕр пулман иккен, çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарни те - иккĕленÿллĕ. Президента хăйĕн служба вырăнĕпе усă курса улталанăшăн, организацире управлени тивĕçне пурнăçлакан çын тивĕçлĕ мерăсем йышăнманшăн саккуна пăсса укçа илнĕшĕн айăплаççĕ.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн потребительсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен çак учреждени ертÿçи Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Куславккари, Канаш, Вăрмар тата Шупашкар районĕсенчи 26 апат-çимĕç лавккин хуçисемпе директорĕсенчен тата ĕçченĕсенчен саккуна пăсса 160 пин тенкĕ ытла укçа илнĕ. Çав лавккасенче хайхи учреждени сотрудникĕсем тĕрĕслевсем ирттернĕ, суту-илÿ правилисене пăснине тăрă шыв çине кăларнă. Президент вара лавккаçăсене çав çитменлĕхсемшĕн тÿлемелли штрафсене е хăйне памалла тесе улталанă, е укçа парсан йĕркене пăснă тĕслĕхсем çинчен влаçăн тивĕçлĕ органĕсене пĕлтермĕп тесе шантарнă.

Хăçанччен çапла тăсăлатчĕ-ши - калама хĕн, анчах лавккаçăсене саккунсăр çак «хырçă» йăлăхтарса-тарăхтарса çитернĕ пулас - вĕсем право хуралĕн органĕсенчен пулăшу ыйтнă.

Уголовлă ĕçсене пĕр производствăна пĕрлештернĕ, следстви пырать. Следователь ыйтнипе президента арестленĕ - ун тĕлĕшпе килти арест мелĕпе усă курнă.

 

К.НИКОЛАЕВ.

Рубрика: