Президент указĕсене пурнăçланине пĕрлехи ларура сÿтсе явнă

22 Çу, 2017

Республикăн Сывлăх сыхлавĕн, Вĕрентÿ, Строительство, Физкультурăпа спорт министерствисен коллегийĕсен тунтикун иртнĕ пĕрлехи ларăвĕнче Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕнче кăларнă указĕсенче палăртнă тĕллевсене Чăваш Енре мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетсе хакларĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — тĕп ĕçсем пурнăçланаççĕ, "анчах яланхи пекех — ыйтусем пур". Вĕсене татса парас енĕпе влаçăн хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тумалла, мĕншĕн тесен çакă çынсен пурнăçĕн пахалăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, спорт отраслĕсемшĕн яваплă министрсем отчет турĕç, ăнăçусене палăртнипе пĕрлех çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕç.

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас