Президент премийĕн лауреачĕсем - вуннăн

18 Утă, 2016

РФ Президенчĕн премине Чăваш Енĕн 10 вĕрентекенĕ тивĕçнĕ. Çакăн çинчен тунтикунхи планеркăра ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх — Раççей Президенчĕн «Вĕрентекенсене укçан хавхалантарасси çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн республикăн конкурс комиссийĕ педагогсене 200 пин тенкĕ тÿлесе хавхалантармалли конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Çĕнтерÿçĕсем — Шупашкарти 5-мĕш гимназин историпе обществознани вĕрентекенĕ Ленина Жукова, Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназин чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Нелли Краснова, Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш гимназин географи вĕрентекенĕ Надежда Мазилкина, тĕп хулари 3-мĕш лицейре вырăс чĕлхипе литератури тата математика вĕрентекенĕсем Людмила Мельниковăпа Елена Сенькова, Тăвайри вăтам шкулăн биологи вĕрентекенĕ Альбина Михайлова, Шупашкарти 44-мĕш лицейре математика вĕрентекен Елена Михайлова, Шупашкарти 2-мĕш лицейĕн хими вĕрентекенĕ Надежда Мокеева, Красноармейскинчи вăтам шкулта пуçламăш классене ăс паракан Галина Никифорова, тĕп хулари 4-мĕш гимназин акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Алевтина Филиппова.

Рубрика: