Президент хушăвĕсене пурнăçлас тĕллевпе
24 Ноября, 2016

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров регионти ĕç тăвакан влаç органĕсемпе координаци канашлăвĕ ирттернĕ.

 

«РФ Президенчĕн Тĕрĕслев управленийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре çĕршыв ертÿçин 237 указне, хушăвне, кăтартăвĕпе йышăнăвне мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăраççĕ. Уйрăмах «çу уйăхĕнчи указсене» куçран вĕçертмеççĕ. Çавăн пекех РФ Президенчĕн резерв фондĕнчен уйăрнă укçапа усă курассине те тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Çак тĕллевпе ирттернĕ мероприятисен кăтартăвĕсем тăрăх асăннă нухратпа тĕллевлĕ тата тухăçлă усă курни пирки РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ патне информаци çитерĕç», — палăртнă Геннадий Федоров.

 

Указсемпе хушусене пурнăçласа мĕн туни пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин заместителĕ — Тĕрĕслевпе общество хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин, Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Олимпиада Ананьева, Чăваш Республикин прокурорĕн заместителĕ Александр Григорьев паллаштарнă.

 

Канашлăва хутшăннисем регионти хими хăрушлăхĕллĕ объектсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва та сÿтсе явнă. Вĕсем çавăн пекех Патшалăх управленийĕн пĕчĕк академийĕнче пĕлĕвне тарăнлатакансен стажировкине йĕркелессине тата вĕсене малашне ĕçе вырнаçтарассине тишкернĕ.