Премисем – журналистсем валли
14 Ноября, 2016

ЧР Журналистсен союзĕ 2016 çулшăн республикăри журналистсен Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ çулленхи премийĕсене илмелли ĕçсене йышăнма пуçлани çинчен пĕлтерет.

Конкурссене хутшăнма Раççей Журналистсен союзĕн Чăваш Республикинчи массăллă информаци хатĕрĕсенче, информаци агентствисенче, пресс-службăсенче тата ытти медиатытăмра, çавăн пекех Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче чăвашла тухакан кăларăмсенче ĕçлекен членĕсене чĕнеççĕ. 2016 çулта пичетленĕ е эфира тухнă ĕçсене раштавăн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсем 2017 çулхи кăрлачра паллă пулĕç.

Аса илтерер: Çемен Элкер ячĕллĕ премие журналистсен экономика, наука тата культура аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене халалланă, паянхи çын сăнарне лайăх уçса паракан ĕçсемшĕн параççĕ. Николай Никольский премийĕпе чăваш халăхĕн наци аталанăвĕн, халăхсен туслăхĕн темине çутатнă журналистсене чыслаççĕ. Леонид Ильин ячĕллĕ преми — ял хуçалăх аталанăвĕн, çут çанталăк ре-сурсĕсене упрассин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен журналистсем валли.

Н.АНТИПОВ.