Премие тивĕçнĕ

10 Нарăс, 2015

Чăваш Енри 65 çамрăк 2014 çул кăтартăвĕсемпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине илĕ: 16-шĕ - 60 пиншер, 49-шĕ - 30 пиншер тенкĕ. 2013 çулта ку хавхалантарăва 46-ăн çеç тивĕçнĕ.

Республикăра пĕлтĕр ирттернĕ мероприятин 15 çĕнтерÿçи те /вĕсене Правительствăн çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен комиссийĕ тăратнă/ - лауреатсен йышĕнче. Премие илме тивĕçнисен хушшинче ытларахăшĕ Шупашкар хулинчен - 38 çын. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкартан /6/, Тăвай /4/, Шупашкар /3/, Сĕнтĕрвăррипе Çĕрпÿ районĕсенчен /2-шер/, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенчен, Куславкка районĕнчен пур. Телейлисен йышне çĕршывăн ытти регионĕнче вĕренекен 6 чăваш çамрăкĕ те кĕнĕ.

Ку премие 2006-2014 çулсенче Чăваш Енрен пĕтĕмпе 571 çын илнĕ. Вĕсенчен пысăк пайĕ - вĕренекенсем /536 çын/: шкулсенче ăс пухакансем, пуçламăш, вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан заведенисен студенчĕсем, ачасене хушма пĕлÿ паракан учрежденисен воспитанникĕсем. Унсăр пуçне лауреатсен ушкăнĕнче ĕçлекен 35 яшпа хĕр те пур.

Рубрика: