Правительствăра: çăмăллăхсем инвестицисене ÿстерĕç

Налук çăмăллăхĕсем, ял хуçалăх çĕрĕсене ытти категорие куçарасси, хваттер туянма пая кĕрсе улталаннисене пулăшасси — çак тата ытти ыйтăва юнкун Правительствăн Иван Моторин премьер ертсе пынă ларăвĕнче тишкерчĕç.

Республикăри инвестици ĕç-хĕлне патшалăх енчен пулăшасси çинчен калакан саккуна кĕртме сĕнекен тÿрлетÿсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов паллаштарчĕ. Сăмах республикăра налук енĕпе инвестици вычетне ĕçе кĕртесси пирки пырать. Унăн виçине, хăш категорисене çăмăллăхпа тивĕçтерессине федераци субъекчĕсем хăйсем татса параççĕ. Министр палăртнă тăрăх, вычет виçине 8,5% шайĕнче палăртнă, тирпейлекен производствăсенчи 50 миллион тенкĕрен пысăкрах инвестицисем вычета тивĕçĕç, инвестици калăпăшĕ çулталăка «вырнаçмасан» çăмăллăх ытти çула та куçма пултарать.

Тепĕр саккун проекчĕ — Чăваш Енре 2020 çул валли ĕçлев рынокĕн регионти уйрăмлăхĕсене шута илекен коэффициентне çирĕплетмеллискер. Финанс министрĕ Светлана Енилина уçăмлатрĕ: çак коэффициент кунта ют çĕршывсенчен ĕçлеме килекенсен тупăшĕнчен илмелли тÿлев виçине палăртма кирлĕ. Уйăхри тÿлевĕн пĕтĕмĕшле виçи 1,2 пин тенкĕпе танлашать — регионсем хăйсен уйрăмлăхĕсене кура коэффициент палăртаççĕ. Чăваш Енре вăл 2016 çултанпа 2-пе танлашать, ăна çитес çул валли те çав шайрах хăварас терĕç. 

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Правительствăн кашни ларăвĕнче тенĕ пекех вăл е ку ведомство иртнĕ çулхи ĕç çинчен отчет тăвать. Ку хутĕнче юстици министрĕн черет çитрĕ. Наталья Тимофеева миравай судьясен ĕçне тивĕçтернипе, ЗАГСсен ĕçĕпе, министерство ĕçĕн ытти енĕпе тĕплĕ паллаштарчĕ. 

Хваттер туянма пая кĕрсе улталаннисене хÿтĕлекен фонд йĕркелессине те ырларĕç. Строительство министрĕ Алексей Грищенко çак фонд Шупашкарти Соляное тăкăрлăкĕнчи, Калинин тата Граждан урамĕсенчи вăхăтра хута ярайман пурăнмалли çурт-йĕре туса пĕтермешкĕн укçа хывассине пулăшма кирлине çирĕплетрĕ.

Республикăн çĕнĕ йышши хула хăтлăхне йĕркелемелли патшалăх прграммине улшăну кĕртни те укçапах çыхăннă. Тивĕçлĕ конкурсра Етĕрне хули çĕнтернĕ — ăна 40 миллион тенкĕ параççĕ. 

Лару Министрсен Кабинечĕн маларах тунă темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас