Правăна регистрацилеме ан манăр
КРИМ

Росреестрăн республикăри управленийĕнче çакăн пек тĕслĕхпе паллаштарчĕç: миравай судья йышăнăвĕпе Беловсен /упăшкипе арăмĕ уйрăлнă/ хваттерне пайласа арçынпа хĕрарăмăн тÿписене палăртнă - 1/2 виçепе. Анчах суд йышăнăвĕ хыççăн мăшăрсенчен пĕри те Росреестра килмен, хăйсен правине регистрацилемен.

Маларах хваттер тĕлĕшпе арăмне регистраци удостоверенийĕ панă пулнă. Анчах суд йышăнăвĕ урăхла пулнине пăхмасăр вăл хваттере пĕтĕмпех хăйĕн хĕрне парнеленĕ. Кайран унăн экс-упăшки парнеленин килĕшĕвĕ вăйра мар тесе суда тавăç тăратнă. Хваттерĕн çур пайĕ унăн-çке.

Суд тавăçа тивĕçтернĕ, пурăнмалли лаптăкăн 1/2 пайне арçынна тавăрса панă. Суд çирĕплетнĕ тăрăх - хваттере упăшкипе арăмĕ мăшăрланса пĕрле пурăннă тапхăрта туяннă, вăл Беловсен пĕрлехи харпăрлăхĕ шутланнă. Вĕсен пĕрлехи харпăрлăх тÿпи пулнине кура суд Беловсен харпăрлăх пĕрлĕхĕн режимĕ суд йышăнăвĕ вăя кĕнĕ хыççăн вĕçленнине тĕпе хунă. Çав самантран хваттер пĕрлехи харпăрлăх тÿпин правипе килĕшÿллĕн енсен харпăрлăхĕнче пулнă.

РФ Гражданла процесс кодексĕн 246 статйипе килĕшÿллĕн пĕрлехи харпăрлăх тÿпинчи пурлăхпа енсен çураçса хуçаланмалла. Çавна май хĕрарăмăн пĕтĕм хваттерпе мар, унăн 1/2 пайĕпе çеç хăй тĕллĕн хуçаланма ирĕк пулнă.

Акă мĕншĕн суд йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ правăна регистрацилеме манмалла мар. Çапла тунă тăк ку тĕслĕхре арпашу пулмастчĕ.

К.НИКОЛАЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.