Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем железнодорожника

Чукун ҫулĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе – Чукун ҫул ĕҫченĕн кунĕпе саламлатăп!

Раҫҫей транспорт тытăмĕнче чукун ҫул пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Хурҫă магистраль тăрăх куллен груз турттарассине тата пассажирсене чăрмавсăр илсе ҫӳрессине шанчăклă йĕркеленĕ. Асăннă отрасльте вăй хуракансен пысăк квалификациллĕ тата тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫлакан ĕҫĕ чукун ҫул транспортне кал-кал ҫӳретме, пассажирсене илсе ҫитерме тата груз ҫыхăнăвне кирлĕ пек йĕркелеме пулăшать.

Чăваш Ен тата ҫĕршыври чукун ҫулсен тытăмĕн ят-сумлă операторĕ «Раҫҫей чукун ҫулĕсем» АУО чылайранпа туслă ҫыхăну тытаҫҫĕ, шанчăклă ĕҫтешсем шутланаҫҫĕ. Хутшăнусене аталантарса пыни регион экономикине вăй илтермешкĕн ырă витĕм кӳрет. Пирĕн республикăри тавар туса кăларакансен продукцийĕпе чукун ҫул отрасльне тивĕҫтересси ӳссе, ассортимент пуянланса пыраҫҫĕ.

Асăннă тытăмра вăй хуракансене тата ветерансене тӳрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тав тăватăп. Сирĕн профессиллĕ пысăк ăсталăхăр ҫитĕнĕвĕрсене ҫирĕплетсе ҫĕннисене ҫĕнсе илмешкĕн пулăшасса ĕненетĕп. Отрасль умĕнчи малашлăх тĕллевĕсем ăнăҫлă пурнăҫланччăр, ĕҫĕр сире телей кӳтĕр. Пурсăра та ҫирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатăп, тăнăҫлă пулăр!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                                       Михаил Игнатьев

 

Уважаемые работники и ветераны железной дороги!
Поздравляю вас с профессиональным праздником — Днем железнодорожника!   

Железная дорога занимает особое место в транспортной системе России. Ежедневно обеспечивается надежная организация грузовых и пассажирских перевозок по стальным магистралям.

Высокая квалификация и добросовестный труд работников отрасли способствуют эффективной работе железнодорожного транспорта, бесперебойному пассажирскому и грузовому сообщению.

Чувашия является давним и надежным партнёром ОАО «РЖД»,  важнейшего оператора российской сети железных дорог. Это успешное и взаимовыгодное сотрудничество – непременное условие для эффективного развития региональной экономики. Неуклонно растет объем поставок продукции чувашских товаропроизводителей для нужд железнодорожной отрасли, расширяется ее ассортимент.

Выражаю благодарность работникам и ветеранам отрасли за  самоотверженный труд.    

Убежден, что благодаря высокому мастерству вам удастся  сохранить достигнутое, добиться новых успехов в профессии.

Пусть  претворяются в жизнь все ваши планы,  успешно решаются  задачи, стоящие перед отраслью,   труд всегда приносит вам радость.

Желаю всем  крепкого здоровья, счастья и благополучия!

 

Глава Чувашской Республики                                                                              Михаил Игнатьев 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.