Пособи виçи ÿснĕ

22 Кăрлач, 2016

2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çемьене тăлăх ачана йышăнакансене пĕр хутчен паракан пособи виçи ÿснĕ.

Республикăра ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă çул çитмен ачасене çемьене вырнаçтарас юхăм вăйлансах пырать. Тăлăхсене хăйсен çуначĕ айне илекен ют ашшĕ-амăшне уйăхсерен укçан хавхалантараççĕ, ачасене те пурăнмалăх, вĕсен ÿсĕмне тата хевтесĕрлĕхне кура, патшалăх хыснинчен кашни уйăхрах укçа куçать. Унсăр пуçне ют ачана хăйсен хÿтлĕхне илекен çемьене пĕр хутчен паракан пособипе хавхалантараççĕ. Унăн виçи пĕлтĕр 14497,80 тенкĕ пулнă, кăçал вара - 16266,53 тенкĕ.

Оперативлă кăтартусем тăрăх, 2015 çул тăршшĕпе республикăра тĕрлĕ формăпа пурĕ 450 тăлăха ют çемьене вырнаçтарнă май 7,8 миллион тенкĕ тăкакланă.

Рубрика: