Политех — малашлăхлă институт

17 Чÿк, 2015

Шупашкарти политехника институчĕн историйĕ 60 çул каялла çырăнма тытăннă. Ун чухне вăл Пĕтĕм Союзри куçăнсăр майпа политехника пĕлĕвĕ паракан институтăн вĕренÿпе консультаци пункчĕ пулнă. Вăхăт иртнĕçем унăн никĕсĕ çинче Мускаври патшалăх машиностроени университечĕн филиалĕ йĕркеленнĕ. 2013 çултанпа Шупашкарти политехника институчĕ - Машиностроени университечĕн филиалĕ шутланать.

Çавра куна паллă тума политех вĕрентекенĕсемпе студенчĕсем тата хăнасем чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне пухăнчĕç. Инженери специальноçĕсене аталантарса пыракан аслă шкула юбилейпе саламлама республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитрĕ.

- Утмăл çул тăршшĕнче тунă чи пысăк çитĕнÿсенчен пĕри - ăслăлăхпа вĕренÿри çирĕпленнĕ йăласене паянхи вăхăт ыйтакан çĕнĕлĕхсемпе меллĕн çыхăнтарса пыма пултарни, - терĕ институт директорĕ Александр Агафонов аслă шкул халиччен утса тухнă çула тишкернĕ май.

Вĕренекенсен инноваци тытăмне хутшăнас пуçарулăхĕ ÿссех пыни куçкĕрет. Юлашки пилĕк çулта кăна çамрăк ăсчахсемпе студентсем "Умник" программисемпе - 79, "Старт" программипе 5 грант çĕнсе илнĕ. Çакă пурĕ - 27 миллион тенкĕлĕх. Икĕ çулта кăна пĕтĕм Раççей олимпиадисемпе конкурсĕсенче институт студенчĕсем 45 диплома тивĕçнĕ.

Çитĕнÿсем чылай пулнипех политехника институтне - пысăк вузăн филиалне - кăткăс лару-тăрура сыхласа хăварма май пулнă та. Паллах, çак çивĕч ыйтăва аслă шкул пуласлăхĕ майлă татса панинче Чăваш Ен ертÿлĕхĕн тата Машиностроени университечĕн ректорĕн Андрей Николаенкон /сăмах май, юбилейпе саламлама вăл та килсе çитнĕччĕ/ витĕмĕ пысăк.

- Политехника институчĕ экономикăн чăн секторĕшĕн ĕçлет, - палăртрĕ Михаил Игнатьев хăйĕн салам сăмахĕнче. - Çавна май асăннă вуза тимлĕхрен вĕçертместпĕр. Кунта хăйсен ĕçне чунтан парăннă преподавательсем ĕçлеççĕ, ахальтен мар кадрсем вунă-çирĕм çул хушшинче улшăнманпа пĕрех.

Михаил Васильевичăн сăмахне çирĕплетсе тенĕ пекех уявра коллективри нумай ĕçчен пысăк чыса тивĕçрĕ.

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: