Поликлиника регистратурăран пуçланать
6 Jul, 2015 | Сывлăх

ЧР Сывлăх сыхлав министерстви Пĕтĕм Раççейри республика тапхăрĕн "Поликлиника регистратурăран пуçланать" конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ăна чирлисене йышăнас шая ÿстерес тата медицина учрежденийĕн имиджне хăпартас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Кăçалхи пуш уйăхĕнчен пуçласа çынсене анонимлă майпа анкета çыртарнă. Хак панă чухне хальхи условисене, хутшăну саманчĕсене шута илнĕ. Регистратура ĕçне çавнашкалах республикăри Сывлăх сыхлав министерстви йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕ тĕрĕсленĕ.

Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ Канаш район тĕп больници, Хула клиника 1-мĕш больници, Президент перинаталь центрĕ чи нумай балл пуçтарнă. Вĕсем республика, район, хула сывлăх учрежденийĕсен хушшинче мала тухнă. Çапах халăхăн тата конкурс комиссийĕн юлашки пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса Пĕтĕм Раççей конкурсне хутшăнма тивĕçлĕ чи лайăх сывлăх учрежденине палăртнă. Çавна май Шупашкар хула клиника 1-мĕш больници çинчен пуçтарнă информацие РФ Сывлăх сыхлав министерствине ярса парĕç. Конкурса юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕтĕмлетĕç.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Марина ТУМАЛАНОВА