Почта ешчĕкĕ пушă мар

2 Авăн, 2014

Почтальонка мана пĕрре мар асăрхаттарнă:

- Почта ешчĕкне пысăкраххипе улăштар-ха. Шăнăçтараймастăп хаçатсене. Уйрăмах журналсем килнĕ кун...

- Юрĕ, юрĕ, - тесе йăпаткаласа янă эпĕ ăна.

Хаçат-журнал ешчĕкне улăштарас ыйтăва татрăм темелле. Пĕрремĕш çур çулта унта 9 кăларăм хĕсĕнсе вырнаçкаланă пулсан, халĕ 2 журналпа 4 хаçат ирĕклĕн кĕрсе выртаççĕ. Сăлтавĕ пичет кăларăмĕсен хакĕ тăрук ÿссе кайнинче кăна мар. Кил-йышăмри вулакансенчен те нумай килет. Темиçе çул каялла «Тетте» журнал килсе тăратчĕ. Вăхăт иртнĕ май ăна «Тантăш» хаçатпа улăштарма тиврĕ. Кинпе ывăл валли «Çамрăксен хаçачĕ» çырăннă. Ăна хам та юратсах вулатăп. Сăлтавĕ çакăнта: унта кашни номертех литература хайлавĕсем пичетленеççĕ. Чăвашла сканворд парса пыни те хаçат патне туртать. Ку вăл ăс-тăна уçăлтарма, пуçа ĕçлеттерме пулăшакан хăйне майлă эмелех тейĕттĕм.

«Хыпар» хаçатпа 1957 çултах, райхаçатра тăлмачăра ĕçлеме пуçласанах, туслашнă. Ун чухне вăл «Коммунизм ялавĕ» ятпа тухатчĕ. Тăван сăмаха ялти шкулта çеç вĕреннĕ çамрăкшăн чăваш чĕлхине аталантармалли, якатмалли аслă шкул пулнă вăл. Хальхи «Хыпарта» литература ыйтăвĕсемпе çырнă статьясемпе рецензисем, илемлĕ литература хайлавĕсем тăтăшах пичетленни килĕшет. Паянхи чăваш литературипе эпĕ шăпах çак хаçат урлă паллашатăп.

Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кĕнекесем юлашки 15-20 çулта ман алла лекмен. Пирĕн пата çитмеççĕ вĕсем. Чăваш ялĕсенчи вулавăшсенче те курма çук. Чăвашлисенчен унта «Шур Атăл» литпĕрлешÿ членĕсем хăйсен шучĕпе кăларнă кĕнекесем анчах.

Нумай пулмасть хаçатсем «Чăваш поэзийĕн анталогийĕ» тухни çинчен çырчĕç. Унта манăн сăвăсем те пур терĕç, анчах эпĕ çав кĕнекене алăра тытса курман. Шухăшлатăп та - сайра пĕрре тухакан çак кĕнекен чăваш ялĕнчи кашни вулавăшра, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен кашнин аллинчех пулмалла. Проза анталогийĕ тухсан унта кĕнĕ авторсене пурне те гонорар шучĕпе ярса панăччĕ. Манăн шкапра та пур вăл. Хальхинче апла пулаймарĕ çав. Тÿлесе илме те çук.

Илемлĕ хайлав вулас текенсен «Тăван Атăлпа» «Хыпара», «Çамрăксен хаçатне» çырăнса илмеллех тесшĕн эпĕ. Юлашки вăхăтра кăна «Хыпарта» Иван Егоров çыравçăн çĕнĕ романĕн «Психушкăра» сыпăкĕпе паллашрăм. Нумаях пулмасть ман пекех тĕп хуламăртан татăлса пурăнакан Анатолий Юманăн «Ватлăх сонечĕсем» çапăнса тухрĕç. Килĕшрĕç вĕсем мана, 80 çул урлă ура ярса пуснă авторăн сонечĕсен кăшăлне икĕ-виçĕ хут вуласа тухрăм. Çăмăл чĕлхепе çырнă.

Сонет çыракансем çук мар-ха пирĕн. Анчах хăшĕ-пĕри сонет йывăр жанр пулнине кăтартас тесе-ши ăнланма йывăр чĕлхепе, вăрăм предложенисемпе çырать, юриех кăткăслатнă пек туйăнакан сăмах çаврăнăшĕсем чышса тултарать. Тата çакă та тĕлĕнтерчĕ: А.Юман сăвăç кашни сонета хăçан çырнине те палăртнă. Шутласа пăхрăм та, вăл çак кăшăлри 12 сонета 3 кунта çырни паллă пулчĕ. Вуласа тухсанах хаçат çинех пуçа килнĕ пĕрремĕш шухăша çырса хумасăр тÿсеймерĕм: «Лайăх сонетсем. Ăнланмалла, çăмăл чĕлхепе çырнă. Эппин, авторăн вăйĕ вĕресе, таланчĕ тапса тăрать». «Тăван Атăлпа» «Капкăн» журналсенче те хама килĕшекен сăвă-калав, статья, аса илÿ тупса вулатăп. Çавăнпа çырăнса илетĕп те вĕсене.

 

Александр САВЕЛЬЕВ-САС.

Пушкăртстан

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.