Планетари Шупашкарта пулĕ
12 Dec, 2016

Ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна ку хутĕнче Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пычĕ. Унта тишкернĕ тĕп ыйту — кăçалхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче республикăн Çул-йĕр фончĕн укçипе мĕнле усă курни.

 Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников пĕлтернĕ тăрăх — кăçал фонда хывнă бюджет ассигнованийĕсен виçи 4,7 миллиард тенке яхăнах. Чăннипех пысăк укçа. Пĕлтĕр, калăпăр, çул-йĕр валли 2,9 миллиард тенкĕ уйăрнă пулнă. Кăçалхи пысăк ÿсĕмшĕн савăнмалла кăна ĕнтĕ, анчах хушăннă укçапа усă курасси уксахлать иккен.

Раштавăн 9-мĕшĕ тĕлне Çул-йĕр фончĕн усă курнă виçи 2,6 миллиард тенкĕпе кăна танлашнă /планпа пăхнин 56% чухлĕ/. Çулталăк вĕçлениччен вăхăт пур-ха тесе те тÿрре тухаймăн. Çулсем тумалли, юсамалли вăхăт вĕçленнĕ ĕнтĕ — асфальта юр çине пăрахаймăн. Çапла вара прогнозпа килĕшÿллĕн кăçал усă курмасăр юлакан укçа 907 миллион тенкĕ чухлех пулĕ.

Михаил Сергеевич çакăн сăлтавĕсене уçăмлатрĕ. Чи малтанах — пысăк çул-йĕр организацийĕ, «Чăвашавтодор» АУО, панкрута тухни. Халь унăн техники, çĕр единица патнелле, усăсăр ларать. Çак организаци вара çуллен вăтамран 1,5 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Панкрута пула кăçал контрактпа килĕшÿллĕн вăл тумалли ĕçсене ытти организацин пурнăçлама тивнĕ, çавна май ĕçсем тăсăлса кайнă. Çул-йĕр ĕçченĕсене кăçал çанталăк та чăрмантарнă. Авăн-юпа уйăхĕсем çумăрлă пулчĕç, унтан сивĕсем килсе çапрĕç. Çийĕнчен укçан пĕр пайне Мускав кая юлса, чÿк уйăхĕнче тин, куçарнă та — ăна ĕçе кĕртесси каллех ыйтуллă пулса тăнă.

Çапах объективлă сăлтавсемпе пĕрлех субъективлисем пурри те куçкĕрет. Иван Моторин уйрăм объектсемпе çыхăннă ĕç-пуçпа пайăррăн кăсăкланчĕ, кăмăлсăрлăхне пытармарĕ. Çав объектсем тĕлĕшпе Росавтодорпа тунă килĕшÿсем пур, вĕсене пурнăçламасан республикăн штрафсем тÿлеме тивесси куçкĕрет. Етĕрне кĕперĕ тĕлĕшпе подрядчик тивĕçлĕ хутсене ниепле те хатĕрлеймест иккен. «Правительство йышăнăвĕ пур, эпир вара хут ĕçне пурнăçлаймастпăр», — ÿпкелерĕ Иван Борисович. Çĕнĕ хулари тата Шупашкарти Айхи урамĕнчи объектсене раштавăн 20-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Анчах Айхи урамĕнчи объекта асăрхаттарусемпе йышăнасси халех паллă. Хĕлле пурнăçлама юраман ĕçсем пур — подрядчик вĕсене çуркунне вĕçлĕ, асфальта çитес çул хурĕ. Тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков Мускав кĕперĕн строительстви те графикран юлса пынине çирĕплетрĕ. Бетон ямалла-мĕн, анчах поставщик ун валли кирлĕ опалубкăна вăхăтра кÿмен — республика бюджетĕнчен куçарнă 30 миллион тенкĕпе вăхăтра усă курасси ыйтуллă пулса тăнă.

Канашлура тишкернĕ тепĕр ыйту — планетари строительстви. Тĕрĕссипе, ун пирки темиçе çул каяллах калаçма пуçланă пулин те ĕç-пуç строительство патне çитмен-ха. Ăна ăçта тăвассине те татса паман — калаçу шăпах çакăн тавра пычĕ. Икĕ вариант пур: пĕри — Андриян Николаев космонавт çуралнă Шуршăл ялĕнче, тепри — Шупашкарти космонавт ячĕллĕ паркра. Вĕсемпе культура министрĕ Константин Яковлев тĕплĕ паллаштарчĕ. Шуршăлпа çыхăннă проектпа пăхнă планетари строительствин хакĕ — 214 миллион тенкĕ ытларах. Тата 100 миллион тенкĕ — оборудовани валли. Унти мемориал комплексĕн реконструкцийĕн проекчĕ патшалăх экспертизи витĕр тухнă ĕнтĕ. Проектри планетарире çăлтăр залĕ, медиатека, компьютер класĕ тата ытти пулмалла.

Шупашкарта пурнăçламалли проект чылай хаклăрах — оборудованипе пĕрле 652 миллион тенкĕлĕх. Вăл лаптăкĕпе те пысăкрах пулĕ. Тĕрĕссипе, ача-пăча паркне тĕпрен реконструкцилеме палăртнă. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев икĕ вариантран хăшне суйласа илесси пирки сăмах пуçарнă май хăйĕн патĕнче сумлă çынсем пулнине те пытармарĕ — Шуршăлпа çыхăннă вариантшăн-мĕн. Анчах, Юрий Егорович шучĕпе, кунта чи малтан çав объектпа кайран мĕнле усă курассине тĕпе хумалла. Çавна май планетарие Шупашкарта туни вырăнлăрах. Акă мĕншĕн унăн хальлĕхе хуравсăр ыйтусем те çуралчĕç: «Планетарие Шуршăлта тумалли проекта тума кам ирĕк панă? Тăкака кам саплаштарĕ? Бюджет укçине мĕншĕн шутламастăр? Витĕм кÿме пултаракан пĕр çын пуçарнă та — проект тума тытăннă...» Юрий Егорович иккĕленмест: космо-навтикăпа çыхăннă объекта тĕп хулара туни лайăхрах. Николаев ячĕллĕ парк — чăннипех меллĕ вырăн: унти кроликсемпе качакасен хĕсĕнме тивĕ...

Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков планетарие Николаев ячĕллĕ паркра вырнаçтарассине витĕмлĕ аргументсемпе хÿтĕлерĕ. Шупашкара килекен туристсем Шуршăла çÿрес темĕç — унта çитмешкĕн самай вăхăт кирлĕ. Тĕп хулара пулсан вара кĕрсе кураççех. Планетарире 60 ытла çын ĕçлĕ — ытти район-хула делегацийĕсене тивĕçлĕ шайра йышăнма пултарĕç. Космонавтăн мăшăрĕпе Валентина Терешковăпа та калаçнă — вăл та планетарие Шупашкарта туни вырăнлăрах тесе шутлать. Тĕп хулари проектпа килĕшÿллĕн виçĕ хутлă çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 4,8 пин тăваткал метр патнелле пулĕ. Сăмах май, Ярославльти планетари пĕчĕкрех иккен. Шăпах унта пулса курнă май лаптăк пĕчĕкреххи пирки каланă — пĕтĕмпех паянхи вăхăт ыйтнă пек вырнаçтарма йывăртарах, çавăнпа Шупашкарта лаптăка пысăкрах тума йышăннă.

Алексей Ладыков планетари строительствине малтан тĕп хула 550 çул тултарнă тĕле пурнăçламалли программăна кĕртес шухăш пулнине палăртрĕ. Анчах укçа çуккине кура шухăша пăрахăçлама тивнĕ, çавăнпа ку енĕпе çине тăрса ĕçлемен. Апла пулин те тивĕçлĕ йышăну пулсан тĕп хула ĕçсене хăвăртлатма хатĕр. Çапла вара планетари Шупашкартах пулĕ. Хăçан — ку урăх ыйту...

Николай КОНОВАЛОВ

Николай КОНОВАЛОВ