Питĕ хаклă «сиплев»

16 Ака, 2015

Шалти ĕçсен министерствин Шупашкарти управленийĕн 6-мĕш пайĕн дежурнăй чаçĕнчен 77 çулти кинемей пулăшу ыйтнă. Вăл хăй улталанни çинчен евитленĕ.

Ватă çын каланă тăрăх - темиçе кун каялла унăн хваттерĕнче телефон янăраса кайнă. Шăнкăравлакан çын хăйĕнпе Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ĕçченĕ тесе паллаштарнă. Çакскер усал хыпар пĕлтернĕ: пенсионеркăн анализĕсенче «мутациленсе чир ертекен бактерисене» тупнă иккен. Хăратсах пĕтернĕ: вăхăт иртнĕ май чир шала каять, çавăнпа кинемее ирĕксĕрлесе сиплемешкĕн психиатри больницине ăсатма пултараççĕ имĕш.

Чăн та, калаçу вĕçĕнче кăмăлне çемçетнĕ: сехри хăпнă хĕрарăма урăхла мелпе сипленме май пурри çинчен каланă. Çапла тумашкăн унăн мĕнпур укçине министерство счечĕ çине куçармалла. Çийĕнчен асăрхаттарма та манман: банкра ĕçлекенсем интересленчĕç-тĕк пысăк укçана тăвансене куçарса паратăп темелле...

Ватă çын йăлтах «министерство ĕçченĕ» каланă пек тунă - 430 пин тенкĕ /!/ куçарнă. Оперативниксем вара халь ĕç-пуçа тĕпчеççĕ, кам шăнкăравланине палăртаççĕ. Карчăк укçана Мускав облаçĕнче регистрациленĕ номер çине куçарни паллă. Полици граждансене асăрхануллă пулмалли çинчен тепĕр хут аса илтерет. Пулăшу сĕнекенсене тÿрех ĕненме ан васкăр. Улталантăр-тăк - пĕр тăхтамасăр полицин çывăхри уйрăмĕнчен пулăшу ыйтăр.

К.АНТОНОВ.

 

Рубрика: