Пистолетран пеме тивнĕ
17 Sep, 2015 | Пулса иртни

Шупашкарти Мускав районĕнчи следстви уйрăмĕ 37 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ха вăл?

Следстви версийĕ тăрăх, кăçалхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче вăл юлташĕсемпе пĕрле Шупашкарти пĕр çурт картишĕнче эрех-сăра ĕçнĕ. Патруле тухнă йĕрке хуралçисем вĕсене асăрхаттарнă, ку ыйтăва уçăмлатма полици уйрăмне илсе кайма тăнă. Арçынсенчен пĕри хирĕçленĕ, тарма хăтланнă, анчах ăна полицейски хăваласа тытнă. Кун хыççăн хайхискер йĕрке хуралçисене юлташне тытса чарма кансĕрленĕ: полицейскисенчен пĕрне мăйĕнчен тытса пăвма хăтланнă. Эрех ĕçнĕскерсем хăйсене тытма пĕлменнине тата вĕсем нумаййăн пулнине кура полицейский пистолетран сывлăша пенĕ. «Киккирикне хĕретнĕскерсем» кун хыççăн çеç лăпланнă. Халĕ ку уголовлă ĕçе малалла тишкереççĕ.